Чĕлхе хуçи, хĕрарăм, Чăвашлăха манмарăн — Хăш енчи пулан? — тесен, Эс каларăн: «Чăвашран!» Тăван чĕлхене илтсен, Вăй та кĕчĕ çĕнĕрен — Аса илтĕм ялăма, Хам çуралнă çуртăма. Пĕрремĕш сăмах: «Анне!» Пулнă çепĕç, чăвашла, Панă вăя малалла, Пурнăçра мала кайма. Тутлă кăкăр сĕчĕпе, Ăшă анне чĕрипе, Çепĕç, хитре чунĕпе, Ун хăватлă вăйĕпе. Çирĕпленнĕ кунсерен, Ăса кĕнĕ майĕпен. Утăм тунă çывăха, Утма ялан малалла. Вуланă: 139 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Андриян Тумлам «Волгарь» ятлă стройотряд Пурнăçа килни Салтаксем Коновалов паттăра Хĕветĕре курман-и? Аçа çапрĕ питĕ ир