Эпĕ 1951 çулта, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче каçхине тăххăрта çуралнă.ÇуралтăмÇуралтăм ăшă çуркунне, Çупăрлать мана анне. Чечекпе тăрать тĕнче, Савăнать манпа пĕрле. Пуçланчĕç тĕрлĕ салютсем, — Ур-ра! — кăшкăрчĕç халăхсем. Чухланă, пĕлнĕ-çке майне, Çуралнă тăххăрмĕш майне! Фото: 1951 çул, çурла уйăхĕ. Анне, эпĕ виçĕ уйăхра, Коля пичче атте аллинче. Варринче — асанне, Марфа Григорьевна Горбунова. Вуланă: 1 469 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Паянхи пурнăç Аçа çапрĕ питĕ ир Тӗл пулни «Волгарь» ятлă стройотряд Салтаксем Аçа çапрĕ питĕ ир Хыпарсăр çухалнă Коновалов паттăра