Сăмах пулнă чи малтан — Тĕнче пуçланнă унтан. Чухларăр-и хăватне, Çав териех вăйлине? Сăмахне калать чĕлхе, Уçсан кăштах çăварне, Ăсĕ хушать-çке ăна, Кирлĕ сăмах калама. Сăмах хушма ан васка: Малтан тĕрĕсрех шутла! Вĕçерĕнсен пĕринче, Вĕçсе каять пит инçе. Ахальтен мар чĕлхене, Хупнă шăлсен картине — Ăна çирĕп сыхлама, Вăхăтра тытса чарма. 16.10.2019 05:07 Вуланă: 274 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Вăрман шăшипе шапа Сăмах-юмах Мăнтарăнсем Пулхар хулине кайни Пилĕк паттăр пĕр тăван, пурте моряксем вĕсем Узбек Эпĕ чĕрĕ, Хĕреççи! Тете каласа пани