Чĕлхе хуçи, хĕрарăм, Чăвашлăха манмарăн — Хăш енчи пулан? — тесен, Эс каларăн: «Чăвашран!» Тăван чĕлхене илтсен, Вăй та кĕчĕ çĕнĕрен — Аса илтĕм ялăма, Хам çуралнă çуртăма. Пĕрремĕш сăмах: «Анне!» Пулнă çепĕç, чăвашла, Панă вăя малалла, Пурнăçра мала кайма. Тутлă кăкăр сĕчĕпе, Ăшă анне чĕрипе, Çепĕç, хитре чунĕпе, Ун хăватлă вăйĕпе. Çирĕпленнĕ кунсерен, Ăса кĕнĕ майĕпен. Утăм тунă çывăха, Утма ялан малалла. Вуланă: 286 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Анне ăшши, чун ăшши Укçапа эрех Ӳссен эсĕ кам пулан? Пушарпа турăш Хыпарсăр çухалнă Иртни-кайни Çисе пăх-ха ман пăтта! Пилĕк паттăр пĕр тăван, пурте моряксем вĕсем