Пăт-пат турĕ тӳперен, Хура-хура пĕлĕтрен, Пăтăр-патăр пуçланчĕ, Чăш-чаш çума пуçларĕ. Йăлтăр-ялтăр çиçтерчĕ, Кĕмсĕрт-кемсĕрт тутарчĕ, Шăтăрт-шатăрт илтĕнчĕ, Ян-ян! сасă саланчĕ. Чĕреслетме тапратрĕ, Кассăн-кассăн вăйланчĕ, Шыв юхтарма пуçларĕ, Урам тăрăх юхтарчĕ. Иртсе кайрĕ пĕлĕчĕ, Тӳпе каллех уçăлчĕ — Чупса тухрĕç ачасем, Янăрарĕç кулăсем. Шăнкăр-шăнкăр шывсене Чăмпăл-чăмпăл тутарчĕç. Чапăл-чапăл сирпĕтрĕç — Çара уран чуптарчĕç. Шăй-шай ача сассипе Шăв-шав тăрать таврипе. Вăш-ваш куçса чупнипе Вăйă-кулă пулнипе. 15.10.2019 07:05 Вуланă: 299 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Боксера çăлни «Волгарь» ятлă стройотряд Чикан аллине лексессĕн Çуралтăм Аçа çапрĕ питĕ ир Эпĕ чĕрĕ, Хĕреççи! Тамăкран тарни Пулаттăн чăн та çитмĕлте