Чӑн пулса иртнӗ

Пысăк Шупашкар хули:
Вăрăм кăна урамсем!
Çӳллĕ, капăр çурчĕсем!
Нумай хитре кĕперсем.

Хăвăрт тунă «засыпушка»
Нумай ларнă çырмара,
Çитмен хваттер халăха
Çитмĕл иккĕмĕш çулта.

Ярослав кĕперĕнчен
Утрăм çырма айнелле.
Тарăн варăн ăшнелле,
Хамăн юлташ патнелле.

Урам ячĕ паллă мар —
Вăл никама кирлĕ мар.
Малалла утсан, утсан,
Пулчĕ курăнми кĕпер.

Июнь тăрать хулара,
Ырă шăршă таврара.
Çĕнĕ, шурă вдолазка,
Савăнтарать чунăма.

Çывăхра кăна пӳртсем
Пĕренерен тунисем.
Вĕсем патне сукмаксем,
Калинкке патне çитсем.

Çывăхри верандăран
Сĕрĕм тухать явăнса!
Кĕтĕм картишне чупса:
Çулăм алхасать унта.

Шалта «автан» алхасать!
Стена çулăмпа шавлать!
Газ плити унта çунать,
Вăрăм баллонĕ ларать!

Вăхăт та çук шутлама!
Баллонпах газ плитине,
Туртса тухрăм тулалла!
Хупрăм-хутăм пăрăхне!

Çурăлмарĕ вăйлă газ!
Чĕрĕ юлчĕ çамрăк пуç!
Ултă витре сак çинче
Пăхать манăн çинелле!

Хĕвел çине ăшăтма
Хуçи лартнă вĕсене —
Верандăри çулăма
Лăпах çитрĕ сӳнтерме!

Анчах маччара çунать!
Шăпах çакă вăхăтра,
Икĕ витре шывпала,
Пĕр арçын çитсе тухать.

Вăштах ухрăм маччана
Сӳнтермешкĕн вут-хĕме!
Икĕ витре шывпала
Лăплантартăм çулăмне.

Картишĕнче хĕрача
Çиччĕсенче пулмалла:
Тăрать йĕрсе, хăраса,
Шикленет вăл калаçма.

Кăштах тăрсан, лăплансан,
Ыйтрăм кил хуçи çинчен:
«Килте мар халĕ анне,
Троллейбуспа çул çинче.

Хырăм выçнăран ытла,
Лартрăм, терĕ, çăмарта —
Хыпса илчĕ хăрушла!
Тухса тартăм тулалла!»

Ыратаççĕ алăсем:
Пиçнĕ манăн пӳрнесем!
Çуннă, шăтнă водолазкă,
Шăлавар та çурăкпа.

Тухса вĕçрĕм каялла!
«Ищет милиция, ищут пожарные!
Но не могут найти
парня какого-то, лет двадцати!»

Институтра шарламан,
Юлташсене каламан:
Яланах атте хушман,
Ырă ĕçшĕн мухтанма.

Хĕрачи те ку çулта
Аллă виççĕре пулать.
Унта урăх пулайман,
Хамăн çинчен пĕлтермен.

18.08.2018