Эпир маннă иртнине, Маннă пурнăç тĕввине. Аса илме иртнине Çырнă çакă йĕркене. Ялта юлман лашасем, Ĕнисем те кăшт кăна, Усраççе сурăх, качака, Хăш-пĕр карчăкĕсем кăна. Мăнук килет хуларан: Курать выльăх-чĕрлĕхне, Анчах пĕлмеc йыхăрма, Килелле хăвалама. Кунта эпир ĕмĕр мар, Кăна чăн та манар мар — Шăрçаларăм йĕркене, Пĕлсе тăма çамрăкне. 04.12.2018 Вуланă: 2 051 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Йытăсем Пĕрремĕш стипенди Боксера çăлни Çĕнĕ пӳрт Коновалов паттăра Саня пичче Иртни-кайни Пулаттăн чăн та çитмĕлте