«Анне» тенĕ сăмахра —
Вăйлă, çутă туйăмсем,
Пурнăçăн тымарĕсем,
Вăй паракан сĕткенсем.

Турă парсан: пулăшсан,
Пĕчĕк чуна пит кĕтсен —
Килет пепке пурнăçа,
Чĕре айне вырнаçса.

Пĕчĕк чĕре «кăлт!» тăвать —
Хăйĕн çинчен систерет.
Амăшĕпе тавлашать,
Тавлашса кăна тапать!

«УЗИ» текен япала,
Хăратать пĕчĕк чуна.
Пуçласан ăна пăхма,
Пытанать таçта кăна.

Хăрать ача ытларах,
Турă ăна çăлтăрах!
Ашшĕ-амăш шухăшĕ…
Татса парать шăпине!

Çĕнĕ пурнăç, хăв сисен,
Вăйне илет кунсерен.
Тепĕр чух тапса илет —
Антăхтарать тахçанччен!

Унта–кунта куçкалать,
Енчен-енне кускалать —
Унăн хăйĕн кун йĕрки,
Урăхла пурнăç таппи.

Çураличчен тĕнчене,
Тирке пуçлать апатне.
Ирĕксĕрех çитерет,
Хăйне кирлĕ çимĕçне!

Амăшĕ, юратнăран,
Юрă юрлать кăмăлтан.
Ачашлать те юмахлать,
Калаçса та илкелет.

Унтан-кунтан тĕрткелет,
Кăштах хускатса илет.
Пепки хирĕç тапкалать,
Унпа выляса илет.

Ача ӳсет майĕпен,
Вăйне илет кунсерен.
Шалта вырăн çитменрен,
Тухма шутлать вырăнчен.

Кил хуçи куран атне,
Чĕртме васкать машинне,
Тухтăр патне арăмне
Чупать илсе çитерме!

Кăштах хĕрхен аннӳне,
Ытла ан яр вăхăтне.
Çутта тухса тĕнчене,
Савăнтар-ха тăванне.

30.08.2018