Сывах-и эсĕ, ват йăмра? Тăратăп халĕ сан умра: Ытла тайăлнă аяла, Пуçа таятăн эс мана. Аса илер-и иртнине, Каçсем пуласса кĕтнине? Тулли, çавра, сарă питпе Уйăх пăхатчĕ ун чухне. Шăплăх тăратчĕ таврара — Эсĕ тăраттăн ман умра, Çулăм çунатчĕ ăшăмра, Çунат паратчĕ пурнăçра. Хитре, çирĕпчĕ ӳт-пĕву, Чăмăр та çӳллĕчĕ кăкру, Шăнкрав майлахчĕ сан сассу, Ăшă, çемçеччĕ кăмăлу. Илемлĕ пулнă çут тĕнче Çамрăкăн куçĕ умĕнче — Çулсем те каччă шутĕнче, Савни пикеччĕ ун чухне. Шăваççĕ кунĕсем мала, Юлаççĕ çулĕсем хыçа. Чупаççĕ мăнуксем умра, Йăмра çинелле пăхса. 08.12.2019 00:14 Вуланă: 339 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Дояркăсем тăн кĕртни Пĕчĕк чун Паспорт Ачипе амăшĕ Аçа çапрĕ питĕ ир Сăрт çамкинчи вăрăм вал Çăлтăр Вăрçă хыççăнхи çынсем