Студент çулĕсене аса илни Телецки кӳлли çинчен, Илтмен пулĕ халиччен, Тарăн хура тĕпĕсем, Тăрă, сивĕ шывĕсем. Тарăнăшпе шутласан, Байкал хыççăн шучĕпе Унпа юнашар тăрать, Иккĕмĕш вырăнта пулать. Тĕпĕ ăшăх мар чăн та — Виççĕр çирĕм ытлалла. Çитмĕл сакăр çухрёма, Тёршшĕ каять тăсăлса. Чăн та хĕсĕк çырансем, Виçĕ, пилĕк çухрăмсем. Тайга ӳсет çывăхра, Вăйлă, çирĕп те таса. Çитмĕл ытла юханшыв Юхса кĕрет кунталла, Бий юханшыв кăна, Юхса тухать тулалла. Вуланă: 387 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Пасарта Çутă килни Ылхан Эсĕ ухан çӳлелле Сăрт çамкинчи вăрăм вал Салтаксем Çил-тăвăл Илле Иванччă