Килчĕ каллех çуркунне, Симĕс тумне тăхăнса, Çĕмĕрт çурчĕ чечекне Шурă фата пеккине. Улмуççисем, чиесем, Тата ытти йывăçсем, Пурте çурчĕç тавлашса, Ырă шăршă кăларса. Сĕр сĕрлеççĕ хурчĕсем, Пыл пухаççĕ ĕçченсем. Мĕнле хитре таврара, Çуркуннехи вăхăтра! Чечек вăхчи кăшт кăна: Вăшт! çеç курса юлмалли, Малта çимĕç пулмалли, Вăя унта хумалли. Кунĕн çĕрĕн вĕсене, Тĕрлĕ апат памалла, Вăхăтра шăвармалла, Хӳтĕлеме пĕлмелле. Кĕкунне çитсен куран: Мĕн кăна унта ӳсмен? Сарă, хитре панулми, Хĕрли çырли, пит тутли. 12.05.2019 Вуланă: 243 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Çăвар уçма ан васка! Бомж. Юрату çулăмĕ Синюха, аялараххи Кам-ши эсе, хӗрача? Пулаттăн чăн та çитмĕлте Ваççа кукки Сăрт çамкинчи вăрăм вал Лачкассинчи Андрей Николаев поэта асăнса