Ачалӑх асаилӗвӗнчен, 1957 çул

Халăхсем çулла уйра
Çулнă утăпа пăрçа,
Фермăри ĕнесене
Хĕрсем сунă ирпеле.

Тултарса флягăсене
Чикнĕ сивĕ çăл ăшне,
Урапа çине хурса
Кайнă района илсе.

Лаша вити, ялĕнче,
Ларнă çырма хĕрринче —
Пулнă вăйлă лашасем,
Вăтăртан ытла вĕсем!

Тихисемпе кĕсрисем,
Вăйлă кăна ăйрисем,
Сĕлĕ çинĕ витере,
Вăйсем пухнă ĕçлеме.

Витесенчен инçе мар,
Плугсем, тимĕр сӳресем,
Уйсенче лашасемпе,
Суха тума кунĕпе.

Инçе мар пушар лаççи:
Çӳллĕ кăна ун вышки,
Ухса пăхсан çӳлелле,
Çӳçӳ тăрать вирелле!

Шывпала тулли пичке,
Насос, урапа çинче.
Хатĕр пулнă ун лаши,
Алрах пулнă чĕн пушши.

Пушар ăнсăртан тухсан,
Сĕрĕм инçетрен курсан —
Хăвăрт кайнă сӳнтерме
Çав автана çĕнтерме.

Ялти ĕçчен халăха,
Савăнтарма, вăй пама,
Килчĕç «Артист» тенисем —
Вĕсен урăхла тумсем.

Кайса курчĕç ушкăнпа,
Пулчĕç пĕрле халăхпа.
Тĕлĕнсе те савăнса,
Апат çирĕç улăхра.

Правлени çурчĕ умне
Турĕç сцена текенни.
Илсе килчĕç вутăсем,
Урлă хучĕç хăмасем.

Хĕвел ансан, лăплансан,
Шăплăх таврана килсен,
Халăх килчĕ каçпала
Ларчĕç вырăн йышăнса.

Анне çумне çыпçăнса,
Хамăн ӳте ăшăтса,
Лартăм тĕлĕнсе пăхса
Малалла мĕн пуласса.

Тухрĕç хитре хĕрĕсем,
Пурте кĕслепе вĕсем:
Чăваш кĕпи пит хитри,
Тĕлĕнтерет ун тĕрри.

Янăрарĕç хĕлĕхсем,
Çепĕç уçă сасăсем,
Юмах тĕнчине уçса,
Туйăмсене хускатса.

Итлесессĕн кĕвĕне,
Çепĕç сасă хăватне,
Куççӳл юхнă куçăмран,
Ытла чун хумханнăран.

Мĕнле кăна тĕнчере,
Хумсемпе пĕрле хитре,
Пулчĕç çынсем юмахра!
Чунĕсем вĕсен райра!

Манса кайнă ăçтине,
Манса кайнă хуйхине —
Чунсем уçăлнă йăлтах,
Савăннă вĕсем пайтах.

Кĕслепе пĕрле кулан,
Унпала йĕрсе илен.
Вăйлă, хитре кĕвĕсем!
Мĕн тăваççĕ манпа вĕсем!

Аллă çиччĕмĕш çулта,
Уяв пулчĕ халăхра:
Ларчĕç пурте çĕкленсе,
Савăнса та тĕлĕнсе!

Çулсем иртрĕç малалла,
Пурнăç кайрĕ урăхла —
Йăлт çухалчĕç кĕслесем,
Килсе тухрĕç ыттисем.

Кĕсле сасси эфирта
Вĕçет Украинăра.
Гимн сасси кĕслепе
Каять хитре сассипе.

Кафесенче, туйсенче,
Сывлăш тăрать чĕтресе —
Картон музыкă кĕрлет,
Чунăма авса хурать.

Вăйлă сасă янăрать,
Тӳнклететь те чăнклатать,
Пĕр сăмахха тахçанччен,
Янраттарать çĕр хутчен.

Сасă туллать вăйпала:
Калаçаймăн çынпала!
Чĕре хытă тапнăран,
Хăлха илтми пулнăран.

Туйăм валли вырăн çук,
Нимĕн тума та çук.
Ура, алли вылянать,
Пуçĕ ĕçлеми пулать.

Анраса утан киле,
Çĕнĕрен тăна кĕме.
Пуçăм кайнă минресе —
Мĕнле киле çитмелле?

23.09.2018