27.01.2018 ирхине тăваттăра шалкăм çапнă Аллăмра та вăйăм пурччĕ, Çирĕпехчĕ урисем, Вăйĕсем те вырăнтахчĕ, Çивĕч пулнă ăсĕсем. Путрăм каçхи ыйăха Çамрăк чухнехи вăйпа. Вăрансассăн, тамаша! Ватă ларать ман умра… Чун ыратрĕ, чĕрем çунчĕ, Вăл ирхине вăрансан. Аллăм урăх, ури урăх, Чĕлхе çукчĕ хăрасан. Манăр çамрăк пулнине, Вăйпа ĕçсем тунине… Эп туймарăм чăннипе, Пурнăç хăвăрт иртнине. 13.05.2019 Вуланă: 217 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Сăмах-юмах Огнемет Пулхар хулине кайни Мăнуксене Салтаксем Аçа çапрĕ питĕ ир Ваççа кукки Тамăкран тарни