(Саша ывăлăн калавĕнчен куçарса çырнă)

Уйăх çутатакан каçра,
Çĕрлехи электричкăна
Алăк уçрĕ тамбура,
Вăтам çулхи арçына.

Умĕнчи пир хутаççи,
Пушă банкăпа тулли,
Тытнă тепĕр аллине
Хĕрарăмăн кĕрĕкне.

Хаклă йышши çухине
Лартнă хитре пулнине.
Хĕстерсе кăкăр çумне
Ыталанă хăй патне.

«Хупăнаççĕ алăксем!»
Пулчĕ диктăр сассисем.
Поезд кайрĕ хускалса,
Хăвăртлăха ӳстерсе.

— Мĕнле станции пулчĕ-ши? —
Ыйтрăм эп кĕнĕ çынран.
— Маленковская, — тени
Илтрĕм сасă самантран.

Тахçанах питне çуман,
Аллисе çуса курман,
Кивĕ кăна тумĕсем,
Путнă унăн куçĕсем.

— Мĕн хаклăх банкăсем
Кунне эсĕ пуçтарсам?
— Турри парсан, хĕрхенсен,
Пилĕкçĕр тенкĕ таран…

— Мĕншĕн эсĕ ыйткалан,
Çапкаланса çӳретен?
Вĕреннĕ пек туйăнан,
Калаçма та пултаран?

Пичĕ кайрĕ улшăнса:
Путрĕ тарăн шухăша…
— Юра — теççĕ ман ята,
Ĕçке путрăм хуйхăпа.

Эпĕ — тинĕс офицерĕ,
Çирĕп тăнă пурнăçра:
Пит юратнă арăма,
Пулнă савăнăç унпа.

Ăшă хваттер, лайăх тум,
Тĕрлĕ йышши парнесем,
Çунса тăран чĕресем,
Çунат парса тăнисем.

Пурăнтăмăр юратса,
Пурнăçпала савăнса.
Çитрĕ вăхăт çуратма,
Çĕнĕ чуна çул пама.

Çуратма тăрсан ача
Пĕтĕм вăя пуçтарсан.
— Хăрах ури тупăкра,
Тесе ахаль каламан.

Çурату çак инкекне,
Хуçрĕ хучĕ чечекне —
Хупрĕ хитре куçĕсне,
Пĕтрĕ ывăлпа пĕрле.

Каçсерен килме пуçларĕ
Тĕлĕкпе пĕрле киле —
Ыталать вăл вăйпала,
Пӳлсе хурать сывлăша!

— Ан кай эсĕ, ан васка,
Пире манма пурнăçра,
Ямас эпĕ, ан шутла:
Эпĕ ялан сан умра!

Çĕнĕ пурнăç пуçлама
Тупаймарăм хăвата.
Ялан манăн умăмра,
Савни сăнĕ тупата!

Чĕре çунать, мĕн тăвас,
Мĕнле ăна йăпатас,
Киле кайма чун туртмас,
Ăша мĕнле путарас?

Чăтаймасăр хуйăха,
Ĕçке кайрăм пурнăçра,
Турткалатăп пирусне,
Тӳсме пысăк инкекне.

Пурнăç чарăнчĕ тăпах —
Арăм, ача ман умрах,
Савни сасси яланах:
— Ямас эпĕ! Ан шутлах!

Юлтăм перрона анса,
Поезд кайрĕ тапранса,
Мĕскĕн çыннине илсе,
Сĕм тĕттĕмпе тавлашса.

Куç умĕнче пĕтнĕскер,
Юратупа çуннăскер.
— Ямас эпĕ! Ан шутла!—
Янăрарĕ хăлхара…

09.09.2018