(1999 ?) Ҫутҫанталӑк камичĕ Шăплăх тăрать ирхине, Тăм та ӳкнĕ çĕр çине, Çăра вăрман кĕркунне, Вылять тĕрлĕ тĕспеле. Çӳллĕ ватă йывăçĕ, Ӳкнĕ урлă çул çине — Пысăк кăна тымарĕ, Кăнтса тăрать тӳпене. Ача сасси илтĕнет, Сасă çывăхран килет: Хыттăн кăна çухăрать! Чĕрене пырса тивет! Пăхрăм сасă еннелле — Чăн та пулĕ тĕлĕнме: Шăши çыртнă шăлĕпе, Сĕтĕрет вăл шапана! Икĕ чунĕ çапăçса, Пайлаймаççĕ шăтăка! Шапана çавăрттарать, Лешĕ аран хускалать! Ытла сиввĕ пулнăран, Лӳппер кĕнĕ шăтăка. Анчах хуçи хăраман: Тытса ывăтнă ăна! 15.09.2018 Вуланă: 293 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Тĕп кил Пĕрремĕш стипенди Укçапа эрех «Волгарь» ятлă стройотряд Çăлтăр Тете каласа пани Сăрт çамкинчи вăрăм вал Аçа çапрĕ питĕ ир