Спортлагерьте 1969 çулта чăн пулса иртни

Утмăл тăххăрмĕш çулта
Çуллахи ăш кунсенче,
Атăлăн тепĕр енче,
Пултăмăр спортлагерьте.

Вуник çамрăк чупакан,
Çирĕм тăватă боксер —
Пĕрлĕх Чăваш команди
Тар кăларнă кунсерен.

Пуклаков Коля пире
Пит вĕрентнĕ çĕнтерме,
Аллă километр таран —
Норма пулнă кунсерен.

Час-часах рывок тăвать,
Хăваратчĕ хыçала —
Ыттисене тӗслӗх парать,
Вĕрентетчĕ çĕнтерме.

Эп те чупнă вăйпала,
Хĕрхенсе тăман хама.
Километăра чупнă —
Иккĕ çирĕм тăватра.

Ирпеле те каçпала
Тухнă боксерсем ринга:
Çапăçатчĕ Соколов та,
Харăс икĕ боксерпа.

Палламан боксерсене
Пулнă ушкăн урăххи:
Уледеркинпа Степашкин
Ертсе пынă вĕсене.

Икшер пулнă хӳшĕре,
Туслă пулнă пуринпе.
Пурте уçă сывлăшра,
Каннă хырлă вăрманта.

Кăшт иртсессĕн кăнтăрла,
Ишме аннă Затона,
Çыран хĕрри унталла,
Икçĕр метр пулмалла.

Шыва эпир чăмрăмăр,
Тепĕр енне ишрĕмĕр,
Унта çитсен кантăмăр,
Кăшт сывласа илтĕмĕр.

Тепĕр енне пăхрăмăр
Хулен ишсе кайрăмăр.
Варрине çитсен пĕри
Кăшкăрчĕ: «Тону! Тону!»

Ишрĕç пурте малалла:
Ĕненмерĕç пулмалла —
Тăрса юлчĕ варринче,
Палламан спортсмен-боксер.

Инçех те мар, çывăх мар,
Ишрĕм пытăм çывăхне:
Хăлаçланать аллипе,
Кăларать юлашки вăйне.

Ишсе пытăм çывăха,
Тăтăм айĕнчен тытса
Кăштах сывлăш çавăрма,
Вăя пухма, сывлама.

Кĕчĕ çамрăк çын тăна,
Ишрĕ-кайрĕ малалла!
Çĕнĕ вăйпа, савăнса,
Кĕтмен-çĕртен çăлăнса!

Вăя ăна панăран,
Вăйăм пĕтсе пынă ман:
Ура туртать аялла,
Хамăн мĕнле тухмалла?

Шутлăр, пурăнас килсен,
Вăй тупатăн, тупата!
Мĕн чул ишнĕ, астумас,
Тухнă эпĕ çырана…

Чутах путса вилеттĕм,
Аран кăна сывларăм.
Нумай шыва çăтнăран,
Тăна кĕтĕм майĕпен.

Курăнмарĕç çыранта
Боксерсем те халь ăçта?
Затон урлă, каçпала
Урăх ишмен малалла.

Эпир, чупакан çынсем,
Хутшăнман боксерсемпе,
Çăлнă-хăтарнă кама —
Кам пĕлет-ши вăл çынна?

15.08.2018