(1999 ?) Ҫутҫанталӑк камичĕ Шăплăх тăрать ирхине, Тăм та ӳкнĕ çĕр çине, Çăра вăрман кĕркунне, Вылять тĕрлĕ тĕспеле. Çӳллĕ ватă йывăçĕ, Ӳкнĕ урлă çул çине — Пысăк кăна тымарĕ, Кăнтса тăрать тӳпене. Ача сасси илтĕнет, Сасă çывăхран килет: Хыттăн кăна çухăрать! Чĕрене пырса тивет! Пăхрăм сасă еннелле — Чăн та пулĕ тĕлĕнме: Шăши çыртнă шăлĕпе, Сĕтĕрет вăл шапана! Икĕ чунĕ çапăçса, Пайлаймаççĕ шăтăка! Шапана çавăрттарать, Лешĕ аран хускалать! Ытла сиввĕ пулнăран, Лӳппер кĕнĕ шăтăка. Анчах хуçи хăраман: Тытса ывăтнă ăна! 15.09.2018 Вуланă: 110 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Кам-ши эсе, хӗрача? Ӳссен эсĕ кам пулан? Пĕрремĕш стипенди Мĕн парать-ши вăй-хала? Хĕветĕре курман-и? Шурă алшăлли Узбек Илле Иванччă