Сывах-и эсĕ, ват йăмра? Тăратăп халĕ сан умра: Ытла тайăлнă аяла, Пуçа таятăн эс мана. Аса илер-и иртнине, Каçсем пуласса кĕтнине? Тулли, çавра, сарă питпе Уйăх пăхатчĕ ун чухне. Шăплăх тăратчĕ таврара — Эсĕ тăраттăн ман умра, Çулăм çунатчĕ ăшăмра, Çунат паратчĕ пурнăçра. Хитре, çирĕпчĕ ӳт-пĕву, Чăмăр та çӳллĕчĕ кăкру, Шăнкрав майлахчĕ сан сассу, Ăшă, çемçеччĕ кăмăлу. Илемлĕ пулнă çут тĕнче Çамрăкăн куçĕ умĕнче — Çулсем те каччă шутĕнче, Савни пикеччĕ ун чухне. Шăваççĕ кунĕсем мала, Юлаççĕ çулĕсем хыçа. Чупаççĕ мăнуксем умра, Йăмра çинелле пăхса. 08.12.2019 00:14 Вуланă: 252 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Шухăшсем Чӳкçырми шкулĕ Кĕнеке Çил-тăвăл Çил-тăвăл Сăрт çамкинчи вăрăм вал Аçа çапрĕ питĕ ир Хĕветĕре курман-и?