Ваççа кукки тинкерет —
Пирĕн çинелле пăхать.
«Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕ
Ӳкерчĕкре курăнать.
Кайнă çамрăкла вăрçа,
Çитеймен каччă пулса.
Тухнă медучилĕщрен
Лейтенант званипелен.
Вăрçăн йывăр кунĕнче,
Лекнĕ вилĕм ункине.
Нимĕç пирĕн çынсене
Шеллемен-çке нихăшне.
Тытнă унăн юлташне,
Çакса хунă çӳлелле.
Çамрăк çыннăн тиррине
Сӳсе илнĕ чĕрĕлле.
Каçпа тухнă ункăран,
Аран юлнă вилĕмрен,
Лекнĕ тепĕр капкăнне —
Штрафбатальон ятлине.
Каллех юнлă çапăçу,
Чутах пĕтмен пурнăçу,
Кунĕн-çĕрĕн çапăçса,
Хӳтĕленĕ çĕршыва.
Суранланнă вăл унта,
Нумай шăннă выçăлла.
Витĕр тухнă вăрçăран,
Чĕрĕ юлнă ăнсăртран.
Вăрçă пĕтсен Йĕпреçе
Кайса кĕнĕ вăл ĕçе —
Сурансене сиплеме,
Чирлисене пулăшма.
Анчах сывлăхĕ юлман,
Нумаях та ĕçлеймен —
Хăй те выртнă, чăтайман,
Койкă çине майĕпен.
— Ах ĕçесчĕ сăрине,
Килте шанпа тунине,
Тутлă çăра сăрана,
Тутанасчĕ савăнса.
Хушса янă аннене
Килти сăрана илме.
Тăвайне кайса килме,
Çăмăл пулман ун чухне.
Ĕçне тусан килĕнче
Каллех кайнă Йĕпреçе,
Лайăх кăна шанăçпа,
Уçă кăна кăмăлпа.
Çитнĕ-кĕнĕ ун патне
Тин юхтарнă сăрапа,
Анчах уçă чӳрече —
Ваççа сывлать чĕтресе!
Аннене çапах курать,
Тем каласшăн талпăнать!
Алли пушă — çук сехет:
Калĕччĕ — сасси çĕтет!
Пăхса илнĕ ун çине —
Хупнă куçне ĕмĕре,
Сăрине тутанайман,
Савăнса та юлайман.
Ик пин вуннăмĕш çулта
Кайрăмăр Йĕпреç енне —
Анне тытнă сăрине
Сăйламашкăн пиччĕшне.
Больницăна çитиччен,
Ыйтрăмăр Ваççа çинчен:
Никам нимĕн те пĕлмес,
Пĕр сăмах та шарламас.
Тупрĕç пурпĕр пĕр çынна —
Пĕлет иккен иртнине!
Илсе кайрĕ вăл пире,
Асăнма масар çине.
Кивĕ çăва инçех мар,
Çитсе килме нимех мар.
Хĕресĕсем çĕр çинче,
Çырни çуккă ун çинче.
Пĕр пысăкрах хĕресне,
Анне пăхрĕ тинкерсе:
— Çакă пулчĕ пулмалла, —
Терĕ ăшшăн сĕртĕнсе.
— Çитрĕмĕр эпир, Ваççа,
Пăх-ха тутанса сăра.
Нумай пулчĕ килменни,
Кунта килсе курманни…
Виççĕн хĕрес умĕнче,
Асăнтăмăр тăвана —
Йышăнчĕ пире тĕнче,
Савăнтарчĕ ыр кунпа.
Йывăç çинчи кайăксем
Шăрантарчĕç юрăсем,
Чăн та кĕтнĕ-мĕн сиссе,
Кукки тăван килессе.
Вăхăт иртмерĕ нумай,
Анне кайрĕ уйрăлса —
Чунĕ сиснĕ пулмалла,
Вилтăпри çинче пулма.
07.12.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Çĕлĕксе эпир хывар…
03.10.2018
Геннадий Терентьев
25.11.2019
Йыт пырши
21.04.2019
Сăмахăн вăйĕ
25.10.2019