Çутă уйăхлă каçсем, Чĕрене хускатакансем, Хĕр-каччăсен туйăмне, Хускатса яракансем! Хамăр вăрăм ĕмĕрте, Çамрăк пулса курман-и? Çиçсе тăран куçсемпе, Пĕр-пĕрине пăхман-и? Çунса тăран тутасем, Пĕр-пĕринпе пулман-и? Вĕри кăна туйăмсем, Пире çунат хушман-и? Çутă уйăх, çут хĕвел, Пире вăйсем паман-и? Пурнăç илемне вĕсем, Пире курма хушман-и? Вăйлă, таса туйăмсем, Вĕсем пире паман-и? Çут тĕнчене килнисем, Ăшă кунсем сĕнмен-и? Эсир ытла çӳлтисем, Пире манса кайман-и? Каçхине пĕрле тухсан, Пирĕн сăнна паллат-ри? Çутă уйăх, çăлтăрсем Çавах çӳлтен пăхаççĕ — Ăшă, вĕри туйăмсем, Хĕр-каччăсем туяççĕ. 27.08.2018 Вуланă: 149 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Тӗл пулни Ăçта хутăн сывлăхна? Геннадий Терентьев Килнĕ хăнана кăна Саня пичче Салтаксем Тамăкран тарни Çухалчĕç