Тĕлĕнмелле хитре Чăваш чĕлхи! Уçă, пуян, янăравлă сăмаххисем!
Пулăма тĕрĕс уçса паракан сасăсемпе сăмахсем.
Шăв-шав тăрать экранра:
Шăй-шай илтĕнет унта!
Шăн-шан! тавра янăрать,
— Шăр-шар! — пĕри кăшкăрать!
Шăт-шат! кăна тутарать
Шăч-шач! хăйне леккелет.
Шăн-шач! хирĕççĕн каять,
Шăрт-шарт! теприне парать!
Джеки тухнă çапăçма —
Каллех тытăннă вăрçма!
Çӳç-пуç вирелле тăрать!
Ӳт-пĕвĕ мĕнле чăтать?
Пăлти-палти кускалать,
Тăнки-танки тутарать!
Йăлт-ялт сикет çӳлелле,
Кăлт-калт куçать айкине!
Вăш-ваш! кăна хускалать,
Кăр-кар! япали кусать!
Кăптăрт-каптăрт илтĕнет,
Кĕмсĕрт-кемсĕрт янăрать!
Чăр-чар тумтир çурăлать,
Чăш-чаш шывĕ сирпĕнет,
Чăнки-чанки чул вĕçет,
Чăнкăр-р! кантăкĕ ванать.
Шарт! хуçăлать патакки,
Кĕмсĕрт! тăвать япали.
Чăрик! сасă илтĕнет,
Натăрт! темĕн лапчăнать.
Тĕр-пар! тарчĕç пĕрисем,
Вăшт! çухалчĕç теприсем.
Хам та сиксе ларнипе,
Сисмен вăхăт иртнине.
Кино пĕтрĕ майĕпен,
Кĕвĕ янăрать хуллен,
Курма куçăм ывăнман —
Ярап ăна çĕнĕрен!
18.10.2019
01:38
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!