Шкулта пӗр класра вӗреннисен тӗлпулӑвӗ
Çурла уйăхе, 2018 çул, Тăвай ялӗ
Ĕненмесен ухса кур:
Çур район куç умĕнче!
Унта ларнă капăр шкул,
Çӳллĕ тăвăн тăрринче.
Инçе-инçе малалла,
Вăл тинкернĕ вăйпала,
Курăннă вăл паттăрла,
Çӳлтен пăхнă хастарла.
Кантăксем, чӳречисем,
Пысăк кăна рамисем,
Пĕренисем, тӳррисем,
Çирĕп кăна стенисем.
1902-мĕш çулта,
Яковлев тутарнисем —
Чăваш халăхне çутта,
Кăлармашкăн тунисем.
Икĕ хутлă çуртĕнче,
Аслă классем тулличĕ —
Умра курăннă тĕнче,
Вĕри çамрăк умĕнче.
Пулнă ĕмĕтсем çӳлте,
Вунçиччĕре пулнисен,
Вăрăм ĕмĕр умĕнче,
Тапăртатса тăнисен.
Хыçра юлчĕ аллă çул:
Ĕмĕр эсĕ хастар пул,
Шăнкăрав сасси пулсан,
Ачалăха ăсатсан.
Хитре кăна «хĕрĕсем»,
Вăйлă кăна «каччисем»:
Пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ —
Палласа та илеймеççĕ!
Йăлтах улшăннă питсем,
Шаклаланнă пуçĕсем.
Пĕркеленнĕ пичĕсем,
Анчах çутă куçĕсем!
Пĕр-пĕринпе тĕлĕнсе,
Паллашаççĕ пĕринпе!
Хăшĕсем кайнă ĕмĕре,
Килеймен кунта тепре.
Ултă «каччă», ултă «хĕр»,
Çирĕп кăна пулнисем.
Савăнса кăна эс тăр,
Епле кăмăллă вĕсем!
Аса илчĕç иртнине,
Тахçан çамрăк пулнине…
Кулкаларĕç шӳтлесе,
Шăрантарчĕç юррине.
Анчах шкулăн вырăнче,
Чултан палӑкĕ ларать —
Иртни çинчен пĕлтерсе,
Куçран хурлăхлăн пăхать…
16.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!