«Побег из ада»: Девятаев Михаил Петрович паттăр летчика халалласа.
Тĕлĕнетпĕр вăй–халран,
Вилĕмсĕр хăюлăхран:
Вутлă, юнлă вăрçăра,
Вилĕмрен хăраманран.
Девятаев вĕçекен
Вăрçа лекнĕ мĕн иртен —
Вăрçăн виççĕмĕш куннех,
Чăмтарнă вăл нимĕçе.
Тăхăр самолет таран
Вирхĕнтернĕ çĕр çине,
Вирхĕнтернĕ нимĕçе,
Çӳлтен аялла, çĕре.
Анчах пурнăç тикĕс мар,
Ним калама кирлĕ мар:
Хĕрĕх тваттăмĕш çулне,
Хăй те ӳкнĕ хĕрĕнсе.
Тăнсăр выртнă темĕнччен,
Нимĕç илнĕ тыткăна:
Тарма тăнă фрицсенчен,
Лекнĕ тепĕр тамăка.
Узедомăн утравне,
Питĕ вăрттăн вырăна,
«Фау» ракетăсене
Шахтăсенче пуçтарма.
Самолета, юттине,
Тытса илнĕ утравра —
Тепĕр тăхăр çынпала,
Тарса ӳкнĕ кил енне.
Хӳтлĕх пулнă пĕлĕтсем,
Тӳрех ăна тупайман,
Тепĕр нимĕçĕн тĕлех,
Патронĕсем пулайман.
Фронт патне çитсе тухсан,
Хамăрăн пенĕ тупăран,
Телее вăл васкаса,
Ларнă çĕр çине анса.
Питĕ хаклă хыпара
Вăл пĕлтернĕ Мускава:
Ракетăсе пĕтерме,
Уçса панă вырăнне.
Самолече урăххи,
Приборĕсем туп-туллии —
«ФАУ» ракетăсене,
Тĕрĕс енне ямалли.
Гитлер пĕлсен кун çинчен,
Урнă-кайнă нумайччен!
Утрав çинчи чынсене
Чутах персе вĕлермен.
Вăрçă хыççăн шыв çинче
Хăвăрт çӳрен кимĕпе,
«Ракета» ятлипеле,
Ишнĕ Атăл çийĕпе.
Вăхăт шунă хăйне май,
Шывĕ юхнă пит нумай,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ хулара,
Палăк лартнă паттăра.
Нимĕçсем те хакласа
Уçнă палăк асăнса:
Пенемюнда базăра,
Тухса тарнă вырăнта.
26.04.2019
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!