
Юратнă аннен, Горбунова Иустина Кирилловнăн,ачалăхĕпе пурнăç çулĕ
Тăлăх
Виçĕ кунтан, мĕн тăван,
Аннӳ вилнĕ çуралсан —
Лайăх кăна шутласан,
Чĕрĕ юлнă ăнсăртран.
Аçу та икĕ çултан
Нумаях та пурăнман:
Питĕ хытă шăннăран,
Вилнĕ кайнă, чăтайман.
Тăлăх юлнă пĕчĕкрен,
Патак лекнĕ инкерен —
Пысăк çăкăр сăмсипе,
Çапнă ăна вăйĕпе.
Хăйĕн ачи пулайман,
Анчах ăна юратман,
Çăкăр пулнă арчара,
Питĕрнĕрен çăрапа.
Çилли пулнă хаярри,
Никама хĕрхенменни,
Юратман ачасене,
Сиввĕ пулнă вĕсемпе.
Анчах анне парăнман,
Чирлесе те вăл курман,
Çирĕп пулнă пĕчĕкрен,
Йывăрлăхран хăраман.
Якăп кукки, Шуркаппи,
Ваççа кукки — тăлăха
Хӳтлĕх панă хăш чухне,
Йывăр пулнă вăхчинче.
Пĕтерсен çичĕ классне,
Хĕрĕх пĕрремĕш çулне,
Лекнĕ Иваново патне,
Торф кăларнă çĕрелле.
Анчах тĕнче хăрушла,
Кайнă тӳрех ахăрса…
Нимĕç килнĕ вăрçăпа,
Питĕ вăйлăн çĕмĕрсе.
Тивнĕ окопсем чавма,
Мускав патĕнче пулма,
Бомбосенчен пытанма
Тĕрлĕ блиндажсем тума.
Каллех калла, торф патне,
Шывлă, пылчăклă çĕре,
Нормăсене тултарма,
Брикетсене турттарма.
Лекнĕ пĕрле ĕçлеме
Тыткăнланнă нимĕçпе,
Вĕсен пулнă фотосем,
Ӳкерчĕксем тĕрлисем.
Хитре тăхăннă хĕрсем,
Пĕрле ларнă çемьесем —
Пысăк, чăмăр сыснасем,
Вăйлă, çӳллĕ ăйăрсем.
Вăл пĕлетчĕ нимĕçле,
Куçаратчĕ çийĕнче.
Вĕсем те пулнă çынсем,
Турри, эсĕ, каçарсам.
Пĕрре пынă чикансем,
Юмăç яма хăшĕсем.
Пĕри пынă ун патне,
Юмăç пăхнă унăнне.
— Хĕрĕм, вуннă çуратан,
Ӳстеретĕн çиччĕшне.
Йышлă пулĕ çемьи сан,
Аса илĕн ӳлĕмне.
— Ан кул! — терĕм чикана,
Питсем кайрĕç хĕрелсе, —
Хĕрлĕ пулнă ман вĕсем,
Халь те шурă мар тĕссем.
Килчĕ Якур вăрçăран,
Хĕрĕх тăватă килограмм!
Пĕтнĕ сывлăхĕ йăлтах,
Ури аманнă йывăрах.
Килчĕç виççĕн, пиччĕшпе,
Çураçма та килĕшме,
Турикасран аната
Илсе анчĕç кĕркунне.
Урам выртать пăрпала,
Пур еннелле çуталса.
Икĕ пиччĕш савăнса,
Пычĕç мана çавăтса.
Виçĕ çемье пĕр килте —
Епле йывăр пуринпе!
Пĕри кунтан хăвалать,
Тепри куçран тăрăхлать.
Оргнабурпа Çĕпĕре
Кайма пачĕç пĕринче,
Шăхран станцине çитсен,
Пӳлчĕ пĕр çын çийĕнчен:
— Сывлăхусем пит начар,
Шухăшсене кăштах чар!
Унта çитсен ют çĕре,
Кĕрсе выртăн шăн çĕре!
Эсĕ килте кĕçĕнни,
Килĕ куçать сан валли,
Юхтар калла килелле,
Вăя илме çĕнĕлле!
Асли кайрĕ Канаша,
Вырăн тупрĕ савăнса,
Лартса патăм пӳрт ăна,
Пурăнмашкăн кăмăлпа.
Тутаркасра, кĕтесре,
Пӳрт те тупрĕ вăтамми.
Пӳртне турĕ çăкаран,
Эс ĕçлерĕн пур вăйран.
Вĕсен ӳсрĕç тăват хĕр,
Пĕринчен тепри чипер.
Çтапана турри паман,
Пĕр ача тытса курман.
Пирĕн пулчĕ ăнăçли:
Çичĕ ача, пӳрт тулли!
Пĕлнĕ чикан, пĕр суйман,
Ытлашшине каламан.
12.12.2019
19:32
Фото çинче:
Анне, Горбунова Иустина Кирилловна, 1943 çул.
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!