Сура, Хусан енĕнче
Çынсем чавнă валсене.
Сакăрвун çулĕ çитсен
Сивĕ килчĕ инçетрен.

Чăтса курма иртнине
Витĕр пĕлме ун вăйне.
Чăтма хаяр сивĕне,
Аса илме иртнине.

Пĕлер чăн та пулнине,
Паттăр ĕçсем тунине.
Сивĕ хĕлĕн варринче
Тарăн валсем чавнине.

Тытса пăхăр сивĕре
Шăннă, пăрлă тимĕре.
Çăлаймĕ хулăн алсу
Шăнса кайĕ сан аллу.

Сăрчĕ ялан çилпеле
Йывăр чăн та ĕçлеме.
Сисмесессĕн вăхăтра
Тăм илтерен ӳт-пĕве.

Сивĕ хытё чĕпĕтет
Ӳт-пĕвĕме чĕтререт.
Умра выртан шăн çĕре
Лумпа таккан кунĕпе.

Йывăр, йывăр сывлама,
Сывлăш тухать пăспала.
Тутăр-калпак паспала
Çапах çĕре чавмалла.

Метр-çурă куб çĕрне
Кун каçипе чавмалла.
Чавнă çĕре çӳлелле
Вăйпа тытса хумалла.

Кĕреçе тимри çумне,
Тăмĕ шăнать çийĕнчен.
Кĕмес çĕрĕн ăшнелле —
Хырма тивет хăш чухне.

Мăкалсассăн кĕреçи
Хăйра çуккă ун валли.
Малаллах чавма лекет,
Нормăна тума тивет.

Пĕчĕкех мар вал тени,
Тарăн-анлă ун виçи!
Виçĕ метр тарăнăш,
Çичĕ метр сарлакăш!

Кунран кунах чавмалла,
Тĕрлĕ дзотсем тумалла.
Нумай кирлĕ пĕрене
Çирĕплетме вĕсене.

Вăй та сахал ĕçлеме,
Апачĕ çитмес çиме.
Тум-тир начар тăхăнма,
Епле кăна чăтмалла.

Çапла кунта арăмсем,
Çамрăк черчен хĕрĕсем.
Ӳссе çитмен яшĕсем,
Ватăрах арçынĕсем.

Хĕрхенмесĕр пурнăçа
Чавнă, чавнă шăн çĕре.
Халăх шаннă пурнăçра
Чарса хума çак вăрçа.

Ыранхи çинчен пĕлмен,
Анчах шанчăк çухатман.
Пухса пĕтĕм вăй-халне
Панă пĕтме тăшманне.

Анне пĕрре ун çинчен,
Сăмах турĕ чĕринчен:
— Тавах турра халăхран,
Çитме чарчĕç анăçран.