Вăрçă тухнă анăçран,
Ыйтса тăман халăхран:
Нимĕç килнĕ çĕмĕрсе,
Чикĕсене пĕтерсе.

Тивнĕ хирĕç çапăçма,
Хамăршăн çине тăма:
Юнĕ нумай тăкăннă,
Тăшманĕ те арканнă.

Ялтан кайнă арçынсем
Вăй питтинче пулнисем,
Ăсатсан уй хапхинчен,
Çурри ытла килеймен.

Юлман ялсенче утсем,
Вăйлă хурçă тракторсем.
Хĕрарăмсем, ачасем,
Мĕнле чăтнă-ши вĕсем?

Тăвай енче сиввĕре
Валсем чавнă сăрт çинче,
Çĕрĕ витĕр шăннăран,
Халăх кайнă вăй-халтан.

Юрĕ ун çинче пулман,
Чулĕ пулнă мăй таран!
Лумсемпе, киркасемпе
Тăма катнă кунĕпе.

Чăваш енрен, пур çĕртен,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ районтан,
Çитнĕ кунта çĕр чавма
Танксене тытса чарма.

Йывăр пулнă çĕр каçма,
Тум-тирсене типĕтме,
Хĕсĕк пулнă пӳртсенче,
Выртнă хыт урайĕнче.

Ытла сиввĕ пулнăран,
Апачĕ те çитменрен,
Тумтирĕсем йĕперен,
Кайнă тăтăшах чире.

Эпĕ, çамрăк çын пĕрре,
Пултăм Элĕкĕн енче —
Ватă арçын, пĕчĕкрех,
Пырса тăчĕ ман умма.

— Калаçатăн урăхла,
Тăвай енчен пулмалла!
Эпĕ йышăнтăм çакна,
Пăхрăм тимлĕн вăл çынна.

Лăшах кайрĕç урисем,
Усăнчĕç ун аллисем —
Куççӳль витĕр хурлăхпа,
Сăмах турĕ тунсăхпа:

— Эп ĕçленĕ вăл енче,
Каçарсам мана, тĕнче!
Йывăр ĕçсем, шартлама,
Хуçса хучĕç арăма…

Вăл енчех ăна пытартăм,
Шăннă çĕрпеле хупларăм,
Чунăма хуçса хăвартăм,
Хам та чут унта кăнмарăм.

Ылханатăп эп вăрçа:
Асап кӳчĕ пурнăçра,
Хуçрĕ манăн телее,
Хурлăх ячĕ ĕмĕре.

Тепĕр çынни калаçрĕ:
Окоп çинчен каларĕ —
Вăл турттарнă пĕрене,
Çирĕплетме валсене.

Тулли пулнă пĕрене,
Турттарнă çине-çине —
Каснă çывăх вăрмантан,
Туртнă лавпала унтан.

— Ăçта хучĕç-ши кайран,
Унти ĕçсе хăварсан? —
Терĕ ассăн сывласа,
Тарăн шухăша путса.

Тăвай сăрчĕ ман умра,
Тарăн, вăрăм йĕр унта —
Халăх чавнă сиввĕре,
Шартлама тăнă хĕлле.

Пăхса илĕр унталла,
Çамрăк çынсем малалла.
Вăрçă чавнă çав йĕре,
Куççӳльпе йĕре-йĕре.

Йĕрĕ юлчĕ куç умне,
Ĕçĕ юлчĕ сăрт çинче,
Çухалмас вăл ĕмĕрне,
Палăк пулчĕ халăхне.

06.10.2019
10:03