Студент çулĕсене аса илни
«Газ-аллă иккĕ» тени
Килчĕ борпала пулни,
Çамрăксем, тиентĕмĕр,
Çимеллисем хутăмăр.
Çула тухрăмăр ирпе
Сăртсем пулнă еннелле —
Каçпа пулчĕç чулĕсем,
Питех пысăк выртнисем.
Ун çумĕнчи йывăç пӳрт,
Питĕ пĕчĕк туйăнать:
Ун хыçнелле пытанать,
Сивĕ çилтен хăтăлать.
Хĕвел çаврăнĕш анипе
Тулли пуçсем пулнипе,
Унта çуккă картасем,
Тĕрлĕ йышши çатансем.
Грузовик малах каять,
Сăрт патнелле çывхарать.
Чарăнчĕ, чупсан-чупсан,
Сăрт айĕнче пулнăран.
Пирĕн умра икĕ сăрт:
Йĕкĕрĕшсем майлисем
Юнашарах лараççĕ,
Пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ.
Пĕри кăштах çӳллĕрех —
Тăрри те шĕвĕртерех,
Питĕ çывăх курнаççĕ,
Çӳлелле йыхăраççĕ.
Сулахайри шурăрах
Сăрчĕсем те чăнкăрах —
Ухма йыхăрать, чăнах,
Сукмакĕ те çывăхрах.
Чуллă тăррисем хитре
Кăвак-кăвак тӳпере,
Хăпартланан ĕмĕтпе,
Часах пулма чăн çӳлте.
Лапчăк пӳрчĕ, пит кивви,
Каштасем унăн таври:
Палатăсем картăмăр,
Çĕр каçмалла выртрăмăр.
Çулла кĕске каçĕсем
Куç хупса илмеллисем —
Кăвак шуçăм çуталать,
Кăштах куçăм та курать.
Çывăраççĕ çамрăксем,
Вăй пухаççĕ яш-хĕрсем.
Тăтăм питĕ ирпеле —
Шухăшăм манăн çӳлте.
Сукмак выртать çӳлелле,
Çынсем утнă, пĕлмелле.
Вăл чĕнет çӳлтен-çӳле,
Мĕнле чăтан ку чухне!
Урисем те малалла
Утрĕç-чупрĕç çӳлелле!
Хĕсĕк сукмак çийĕпе,
Кукăр-макăр йĕрĕпе.
Лăпăс-лапăс тутарса,
Ăсанĕсем ман айра,
Айкинелле вĕçеççĕ,
Хăратса та илеççĕ!
Патак пулсан аллăмра
Тытма пулать пĕр çапса!
Юмахри пек туйăнать,
Чĕрене пырса тивет!
Паллă тăвап ухнă май:
Калла анмалли нумай,
Айккинелле каяр мар,
Çухалма пулать ним мар!
Тапаланап çӳлелле,
Хăпаратăп малалла:
Сайраланчĕç йывăçсем,
Сиксе тухрĕç чулĕсем.
Пысăк чулсем хушшинче
Сукмак выртать хĕрринче,
Пăрнас пулсан айккине,
Сикĕн тĕпсĕр айлăмне!
Сивĕ çилĕ тăрмашать,
Илсе çапма тăрăшать,
Çынпала та тавлашать,
Кĕтмен çĕртен «Хаш!» вĕрет!
Тул çутăлчĕ тахçанах,
Хĕвел ухрĕ çӳлерех —
Çитейместĕп тăррине,
Питĕ çывăх пулнине.
Аран çитрĕм чăн çӳле!
Пĕлĕтсем шăваç айра!
Пысăк чулĕсем çине
Çырса тухнă йăлт вара!
Кам кăна кунта пулман!
Мĕн кăна кунта çырман!
Тĕрлĕ-тĕрлĕ краскăпа,
Хăшĕ урăх чĕлхепе!
Чулĕ выртать сарăлса,
Хуран пекех, ак тата!
Тулли, тăрă шывпала,
Çилпе тăрать хумханса!
Пăхсан Китай еннелле
Сăртсе, сăртсем малалла.
Хумлăн-сийлĕн кăнтарса,
Пĕр-пĕринпе тавлашса.
Чикĕ енчен, инçетрен,
Пĕлĕчĕсем килеççĕ,
Вĕçсе кăна çăмăллăн,
Хăвăрт шуса иртеççĕ.
Çӳлтен пăхан аялла:
Ăмсанса та тĕлĕнсе,
Шухăшлатăн ачалла,
«Ларса каймăп-ши?» — тесе.
Çутă, асам илеме,
Туллин пăхан куçпала,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр шухăшпа,
Пăхан таçта инçете.
Сăрт тăрринче, çын тени —
Питĕ пĕчĕк, çав тери,
Анчах тăрать çĕкленсе,
«Манăн айра-сăрт!» — тесе.
Пит асамлă çак сăртсем:
Питĕ вăйлă вăйĕсем —
Ку сăрт çине ухакан
Питĕ маттур пулакан!
Таса, уçă сывлăшĕ,
Кăмăлпала шухăшĕ.
Юрлас килет савăнса,
Апла-капла авăнса.
18.11.2019
04:15
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Пушарпа турăш
09.10.2018
Килнĕ хăнана кăна
23.09.2019
Кам-ши эсе, хӗрача?
16.08.2018
Вăрçă хыççăнхи çынсем
12.05.2019