Чупать, чупать автобус
Çулĕ тата пит тикĕс,
Икĕ çынни çывăхри
Калаçаççĕ чарăнми.

— Итле тусăм, тĕлĕнсе
Кăштах эс лар итлесе:
Кунта палăк курăнать
Малалла пăхса тăрать.

Салтак тăрать вăрçăри,
Хаяр вăрçăра пулни,
Палăкĕ те пит хитри
Бронзăпала сăрлани.

Кашни çулах çимĕк кун
Çакă салтак аллинче
Шурă-шурă алшăлли
Хумханать çилĕ çинче.

Кам-ши çакать парнене?
Мĕнле ухнă ун çине?
Ăна никам та курман,
Паян кунччен пĕлеймен.

Вăхăт çитсен çамрăка,
Хыпар çитсен салтака,
Тăман ĕçсене пăхса
Вăрçа кайнă васкаса.

Яш-кĕрĕмсем çӳренĕ
Килтен-киле çӳренĕ,
Хут купăсне каласа
Салтак юррине тăсса.

Шурă-шурă алшăлли
Парне пулнă ĕмĕрхи —
Çыннине сума суса
Янă ун çине уртса.

Алшăллисе пуçтарсан,
Тăрăх тăрăх хуçлатсан,
Урлă- тăрăх майланă,
Хĕреслесе пуçтарнă.

Тытса çаксан хăй умне,
Майласан парне тумне,
Щит евĕрлĕ курăннă
Хăват унта туйăннă.

Хаклă пухнă тупрана
Пĕлнĕ тĕплĕн упрама,
Кирлĕ вырăна хурсан
Ăна никам тĕкĕнмен.

Хăшсен пулнă «бронясем»,
Чаплă, пысăк çыннисен —
Вĕсем вăрçа лекеймен,
Вилĕм аллинче пулман.

Тăшман пулчĕ ай вăйли,
Халăх пĕтрĕ мĕн тери!
Пуçне хучĕç паттăрсем,
Пулчĕç йывăр хыпарсем.

— Килмен пулĕ ун савни,
Чунпа çирĕп юратни,
Чĕреренех ытарни
Умра яланах тăни.

Пит хыт вăтаннăран,
Тен парнене парайман.
Ĕмрипеле асăнать
Халĕ парнесем парать.

Тĕлĕнетпĕр вăл çынран,
Кăмăл çирĕп пулнăран,
Турри хĕрхенсем ăна
Телей пултăрччĕ ара.

16.09.2020
21:23