Ĕлĕк пулнă пӳрчĕсем
Хитре сарă çăкаран,
Аялти никĕсĕсем
Çирĕп кăна юманран.
Илсе кайнă авăна,
Кăшт çунтарнă йывăçа:
Антисептик кирлĕ мар,
Ларнă юман икçĕр çул!
Пӳрт кĕтессисем айне
Лартнă юман каскана,
Хураличчен çунтарса,
Ӳпне лартнă çавăрса.
Мĕншĕн тесен каппиляр
Çӳлелле шыв туртайман —
Пӳртсем ларнă ĕмрипе,
Кĕтессисем тайăлман.
Никĕс айне, аяла,
Шыв ухасран çӳлелле
Хунă тăватă хут ытла,
Çамрăк хурăн хуппине.
Халăх пынă ушкăнпа
Çĕнĕ пӳрте хăпартма.
Хурсаннах пĕр эретне
Тĕплĕн пынă мăкласа.
Ял çыннисем ĕçченсем
Килнĕ пӳрте çĕклеме,
Каликсемпе тукмаксем
Хатĕр пулнă ĕçлеме.
«Саккăрла» та тĕрлĕрен
Такмакланă каликпе,
Ĕçĕ кайнă сиккипе,
Ĕçленĕрен йышăпе.
Куç умĕнче, майĕпен,
Пура ухнă çӳлелле,
Каç еннелле сулăнсан,
Пӳрчĕ пулнă çĕнĕлле.
Пӳрт кăшкарĕ çине
Лартнă тăррине туса,
Вырнаçтарнă каштисе,
Витнĕ çиелтен хупне.
Пӳрт çывăхне ĕç тума
Алтнă ăшăх шăтăка,
Хĕрлĕ тăмлă пылчăка,
Чĕркуççи таран çăрма.
Салтнă ыраш кĕлтине,
Чикнĕ хĕрлĕ тăм шывне,
Янă извĕç хăйăрпа
Хутăшĕ çирĕп пулма.
Пӳрт тăррине, малалла,
Панă тăмлă кĕлтене,
Вĕçĕ пăхнă çӳлелле,
Тĕпĕ пулнă аялла.
Хунă вĕсене ачашшăн
Пĕр çĕртен те хуçлатман,
Тăмлă извĕç хăймипе,
Сĕрсе пынă эретпе.
Ăна пĕлсе витнĕрен
Улăм çумăра яман —
Ăшă пулнă сиввĕре,
Сулхăн пулнă шăрăхра.
Олиф, краскăна, ăнлан:
Килте тунă, аптраман.
Кантăр, йĕтĕн çăвĕсе,
Вĕретейнĕ пит пĕлсе.
Хур тĕкĕ хураличче
Çын вĕретнĕ вăл çăва (t-250°C )
Çулăм хыпса илесрен,
Янă вăрăм савăта.
Сăрласассăн час типмен,
Эрне ытларах кĕтен,
Лайăх кăна вăл типсен,
Ларнă аллă çул таран.
Йывăç хаклă пулнăран
Вите тунă саманран,
Никĕсĕ чулран пулсан,
Çирĕп ларнă, тĕпренмен.
Никĕсĕ çине малтан
Хунă тăваткал пĕрене,
Саман ретĕн хушшине,
Хунă тесăн хăмине.
Ĕлĕкхи пӳртсем çинче
Хими япали пулман —
Ачи-пăчи чирлемен,
Сиввĕрен те хăраман.
Халĕ пурнăç урăхли —
Çĕнĕлĕхпеле тулли,
Япали те китайран,
Е тата урăх çĕртен.
«Евро!» теççĕ пур çĕрте,
Хитре теççĕ, савăнса.
Хăвăрт ванать япали,
Сывлăш тăрать начарри.
Какайран мар кăлпасси —
Кушак çимес, пăрăнать,
Çăкăрĕ те урăхли,
Тĕпренсе кăна тăрать.
Манăр шăрттана тума
Сурăхĕсем пĕтнĕрен —
Мĕнпе пухăн вăй-хала,
Шӳрпе çисе курмасан!
Çăмĕсем те кирлĕ мар
Ăçта ăна хумалла?
Кам çыхайрĕ чăлхана,
Манса пырсан арлама?
Тĕрлĕ йышши чăлхасем,
Пасарта тулли вĕсем,
Хитрине алла илсен,
Çăм чăлхапа мĕн тăван?
Пурнăç кайрĕ улшăнса,
Тăран кăна тĕлĕнсе:
Шурă кулачне çиетпĕр,
Пĕр акмасăр уйсене.
21.10.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Иккĕмĕш Байкал
06.12.2019
Чун ыратрĕ
13.05.2019
Икĕ çамрăк вăй виçни
21.11.2018
Лачкассинчи юлташа
11.03.2019