Шухăшсем килсен пуçа,
Чупкалаççĕ пур енне.
Тĕрткелллеççĕ пĕр-пĕрне
Шурă хут çине тухма.
Мĕн тумалла вĕсемпе?
Тĕрĕс шухăша уçма?
Хитре кăна янрама,
Кирлĕ çĕре тăратма?
Хăш-пĕр сăмах кускалать,
Вырăн йышăнма çунать
Ăна–кăна тĕрткелет —
Йĕркене кĕрсе ларать.
Тепĕр-тепĕр шухăша
Тупăнмас кирлĕ сăмах,
Кайран килет пуçăма,
Кирлĕ, витĕмлĕ пулма.
Ах, грамматика тени,
Уксахлать ик урипе:
Час-часах улшăннипе,
Пĕлейместĕн кирлине.
Хамăр чĕлхе хушшине
Вырнаçать ытти чĕлхе.
Тăванла кĕтсе илсе,
Çул паратăн вĕсене.
Правилăсем çырура
Нумай кайнă улшăнса,
Ватăсен мĕн тумалла?
Çĕннине вĕренмелле!
Кирлĕ вăйлă сăмахсем,
Çил-çунатлă шухăшсем,
Чун-чĕрене хускатма,
Халăха хумхантарма.
Йывăр, шухăша уçма,
Кирлĕ пек калăплама!
Çăмăл мар çыравçăна,
Пурнăçпа пĕрле утма.
18.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!