Ачалӑх асаилӗвӗнчен, 1958 çулта пулни

Лампа трубине илетчĕç,
Алăпа тытма хăратчĕç:
Хаçатпа çеç тасататчĕç,
Кантăк ванасран хăратчĕç.

«Шăши куçĕ», «тройкă» та
Айккинче тăрать кăна.
Халĕ «десятка» çунать,
Вăйлă çутăна парать.

Аллă саккăрмĕш çулсем:
Çурхи кун, пур-ха юрсем.
Килсе хучĕç юпасем
Юманран — вăрăм вĕсем.

Юрĕ пулнă питĕ тарăн,
Хĕлле хапха курăнман:
Çӳллĕ кăна тăрринчен,
Йĕлтĕрпе те ярăнан.

Кĕрсе кайнă ярăнса
Лупас айне: шăвăнса.
Вăкăр кӳльмелли унта
Тăнă умра çакăнса.

Кăштах сирнĕ юрсене
Чавма тунă вырăнне.
Симĕс курăка куран,
Хĕлле çĕрĕ те шăнман.

Картлашкаллă шăтăка,
Чавнă хăвăрттăн кăна.
Лартма тĕртнĕ юпине
Ухват вĕçлĕ шăчипе.

Çуллахи ăшă кунта
Çитрĕç пăралук карма.
Çемçе пулнă япали,
Алюмини текенни.

Кукăр тимĕр хатĕрне,
Сырчĕç ура çинелле.
Ухрĕç-кайрĕç çӳлелле,
Вăрăм юпа тăррине.

Хучĕç пăралук туртса,
Юпаран та юпана.
«Нульпа» «фаза» пĕлмелле
Анчĕç пӳртсем патнелле.

— Çутă пулĕ эрнерен, —
Тенĕ пире кĕтнĕрен.
Çитсе тăнă кунĕсем,
Хăçан пулĕç çутăсем.

Килчĕ каçĕ тĕттĕмми
Тӳпи вара тĕксĕмми.
Пурте кĕтнĕ чăтайми,
Çутă пулĕ-ши мĕнли?

Кайрĕ пăлханса пиччи:
— Çутă, кӳршĕн чӳречи!
Пирĕн çук! Мĕн тумалла?
Выключатель пусмалла!

Çутă килчĕ пить вăйли,
Ĕмĕрне те курманни!
Çутă! Çутă! Пăхат-ри,
Курăнать пур япали!

Атте, анне, ыттисем,
Кун пек çутăна курман!
Куçне хĕснĕ ватăсем:
Куçсăр пулса юласран.

Куран «сорковка» çунать,
Тăват «Десяткăна» тăрать.
Паян кун лартсан ăна,
Пулăн тĕксĕмре кăна.

20.09.2018