Юратнă шăллăма, Горбунов Александр Егоровича аса илсе.
Чехословакире, ҫарта службӑра вилнӗ.
Салтак пулмалли ача
Çуралсассăн тĕнчене,
Çăлтăр тухрĕ тӳпене,
Ун çинчен хыпарласа.
Çамрăк ӳсрĕ васкаса,
Çăлтăр тăнă çуталса —
Ялан ăна сыхласа
Пайăркипе выляса.
Вăхăт çитнĕ йĕкĕте
Ăсатмашкăн салтака.
Ял-йышпала пухăнса
Ял хапхинчен ăсатма.
Асăнчĕç ваттисене,
Пилне пачĕç çамрăка.
Ĕçсе янă стакана
Вăркăнтарчĕ уялла.
Чупрĕç харсăр çамрăксем,
Çав стакана шырама,
Илсе килчĕç хашкаса,
«Ванман!» — тесе кăшкăрса.
Стена çинче парнесем,
Алшăллисем шуррисем,
Тĕрлĕ хитре тутăрсем,
Юратуллă пулнисем.
Салтак пăхрĕ ялалла,
Ыталарĕ тăванне,
Салтак юрри юрласа,
Утрĕ йышпа малалла.
Хутран-ситрен инçетрен,
Çырусем килчĕç киле:
Хăйĕн çинчен пĕлтесе,
Килти çинчен тĕпчесе.
Çулталăк та çитеймен —
Килчĕ каччă хăй килне,
Хăйĕн çӳллĕ пĕвĕпе,
Тĕрлĕ йышши парнепе.
Ялкăшаççĕ куçĕсем,
Йăл кулаççĕ тутисем,
Ыталаççĕ аллисем,
Савăнаççĕ чунĕсем.
Хăвăрт иртрĕç кунĕсем,
Шутлă кăна пулнисем…
Каçхи тĕттĕм тӳпене
Вĕçсе кайрĕ инçене.
Хăвăрт иртрĕç вăхăтсем,
Килсе çитрĕç ăшăсем —
Акă апрель йăл çиçет,
Çĕр чечекпе витĕнет.
Анчах çăлтăр силленет,
Темĕн çинчен систерет —
Лăпах кăна сӳннĕрен,
Персе анать тӳперен…
Масар çинчи палăкĕ,
Ларать карта варринче,
Салтак сăнĕ ун çинче,
Пăхать тĕнче çинелле.
Çăлтăр тупрĕ вырăнне,
Ларчĕ палăк тăррине.
Сыхлать салтак тăприне,
Унăн вĕçсĕр ыйхине…
22.06.2019
07:00
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!