Унтине пĕлме-пăхма
Атте тухрĕ тулалла.
Вăхăт иртсен, кăшт кăна,
Илсе кĕчĕ пĕр çынна.
Тумтирĕсем юрпала,
Чĕлхи çĕтнĕ калаçма,
Хывăнтарнă вăхăтра —
Юрĕ тухрĕ пĕр витре!
Атте пачĕ хăй тумне,
Вĕри сăмавар чейне,
Çемçе ăшă кĕрĕкне,
Сарса хучĕ ун айне.
Анне кăмака çумне
Çакрĕ шăннă тумтире.
— Лăпкă çывăр, ан чирле,
Ачусем кĕтеç килте.
— Сирĕн çутă пулмасан,
Эп пĕтеттĕм, тупата!
Итем енчен, инçетрен,
Килсе кĕтĕм кунталла.
Ĕлĕк пулман çулĕсем,
Пулман кирлĕ çутăсем:
Йывăр лекнĕ çӳреме,
Кирлĕ çĕре ĕлкерме.
Халĕ çĕнĕ пурнăçра
Маннă йывăр вăхăта,
Йывăр мар çул çӳреме,
Çирĕп лайăх çулсемпе.
Лайăх асфальт çийĕпе
Машинăпа вĕçтерен,
Руль умне кĕрсе ларсан,
Хăвалатăн «сиккипе»!
Ĕлĕк сехетпе утни,
Халĕ минутпа кăна.
Хушса сире калам-и?
Кайтăр пăтăрмах тени!
17.08.2018
Вуланă:139
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.