Горбунов Александр Иванович

Аттен пиччĕшне, Горбунов Александр Ивановича аса илсе.

 

Утмăл тăххăрмĕш çулне,
Мартăн саккăрмĕш кунне,
Кайрăн урăх тĕнчене,
Чăтаймасăр сурана.

Çуркунне, тепĕр çултан,
Орден килчĕ вăхăтран.
Кураймарăн эс ăна,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ çăлтăра.

Пĕрле çапăçнă çынсем,
Çирĕп юлташсем-тусу,
Хаçат урлă чăвашра
Пит шырарĕç-çке сана.

Аса илме пуçласан,
Чунне уçма тытăнсан,
Шăппăн сăмах пуçлатчĕ,
Васкамасăр калатчĕ.

— Пĕрре, хĕлĕн варринче,
Юханшывăн хĕрринче,
Лекрĕ окопсем чавма,
Шăннă çĕре хускатма.

Шывĕ тухрĕ кăштахран,
Урасене шăнтакан —
Турткалатăн кăçатне,
Пăрлă пылчăкпа пĕрле.

Маннă сиввĕ пулнине,
Тупă лартнă кирлине.
Инçех мар чиркӳ ларать,
Кĕрсе ăшăнма пулать.

Чупрĕç унта хăшĕсем:
Тупрĕç ăшă вырăнсем,
Тулчĕ чиркӳ çынпала,
Тулли лаша таврара.

Кĕтмен çĕртен ăнсăртран,
Тăшман ечен, анăçран,
Кĕрслеттерчĕç тупăран —
Чиркӳ пĕтрĕ самантра!

Тамăк тухрĕ куç умне,
Йăлтах пĕтрĕç пĕтĕмпе!
Кайрĕç, чăмрĕç тĕттĕме,
Кăшкăрса кирпĕч айне.

Акă пĕр çынни чупать,
Таçталла ĕнтĕ тарать,
Янаххисĕр чуптарать,
Таврара шăв-шав тăрать.

Вĕçрĕç тĕрлĕ снарядсем,
Ӳкрĕç, тăкăнчĕç чунсем.
Пирĕн окоп çинелле,
Танксем килчĕç виркĕнсе.

Пысăк танкĕ, курманни,
Эпир халччен пĕлменни —
Çĕмĕрттерет кунталла,
Мĕнле тытса чармалла?

Кĕç перетпĕр тупăран,
Тĕллесе унтан-кунтан:
Пăрçа пекех ун çинчен,
Тапса кайрĕç снарядсем.

Çĕмĕрттерет малалла,
Вирхĕнтерет кунталла.
Тăпра, çулăм ман умра,
Осколоксем таврара.

Ахăр самант пуçланчĕ —
Пĕтĕм ӳт-пӳ юнланчĕ,
Урăх тĕнче пуçланчĕ,
Айăн-çийĕн çаврăнчĕ.

Йĕри-тавра кĕрслетрĕ,
Пĕтĕм тавра кисренчĕ.
Пуç тăрринче, çывăхра,
Тем çурăлчĕ, шартлатса.

Алă витĕр таврăнса,
Шинел тухрĕ çĕмĕрсе —
Осколокĕ, йĕксĕкки,
Ватса тухрĕ сĕмсĕрри.

Ĕнсе хытă ыратать,
Çурăм тăрăх юн юхать.
Юрĕ юнпа хĕрелет,
Çулăм-тĕтĕм алхасать.

Антăм юханшыв патне,
Пăрĕ ваннă пур енче.
Шывĕ юхать çийĕнче,
Мĕнле каçăн хальхинче?

Мĕнле каçнă? Астумас!
Сире нимĕн те суймас.
Пăхап, вăрман çулĕпе,
Çын чуптарать лашине.

Аран чартăм вĕсене,
Лартăм ун çуни çине.
Лаша чупрĕ сиккипе,
Лазарет патне çитме.

Вĕткелнечĕç унтисем,
Тасатма манăн ӳте:
Хĕрĕх ытла ванчăксем,
Тупса илчĕç тухтăрсем.

Ӳт-пӳ вĕри тăнăран,
Эпĕ кайнă-мĕн тăнран.
Темиçе кун пур вăйран,
Вилĕм пăхнă куçăмран.

21.01.2020
21:44