Ларнă сывласа аран,
Хырăм ытла тулнăран!
Ун пекех çисе курман,
Урăх ун пекки пулман!
Манма йывăр пурнăçра
Вăл асамлă вырăна:
Витĕнчĕç вĕсем шывпа,
Вăйлă пысăк Атăлпа.
Тĕрлĕ пысăк çыннисем,
Канчĕç пĕрле пирĕнпе,
Çамрăк кăна гитарист,
Тĕлĕнтерчĕ юррипе?
Юлчĕ юрă пуçăмра
Паян кун та асăмра…
Вăйлă пулнă сăмаххи,
Хитре пулнă ун кĕвви:
«Вновь лечу над проклятой Землей,
Гермошлем захлопнул на ходу.
Мой Фантом, стрелою белой,
Над планетой ошалелой,
С ревом набирает высоту!»
16.08.2018
Вуланă:56
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.