«Карта автодорог Чувашии»
Выртать куçăм умĕнче:
Тинкерсе ăна пăхсан,
Тĕрлĕ çулсене куран.

Машинăпа малалла
Вĕçтеретĕн çулпала —
Тăвайĕнчен Чутее,
Васкаса Тутар енне.

Турминскинчен малалла
Кайбицăна çитмелле,
Сылтăмалла пăрăнса,
Тетюшине каймалла.

Апас патне çитеспе
ГИБДД-ран асăрхан:
Чăваша курсан тутар,
Чарса хурать, мĕн тăван!

Вĕсенчен иртсен мала,
Трассă урлă каçмалла.
Вăйлă кăна хускану —
Пулмалла асăрхану.

Çитсен Тетюш хулине,
Пăрăн сулахай енне,
Чăнкă çыран хĕррипе,
Анса тăран пристане.

Шăпах вунă сехете
Билет илсе хумалла,
«Метеор» çине ларса,
Пулхар хулине кайма.

Атăл тăрăх тăвалла,
Юмахри хула патне
Çӳллĕ çыран хĕррипе,
«Метеорпа» каймалла?.

Хула патне çитеспе
Куран тĕрлĕ крепăçне:
Курăнаççĕ инçетрен,
Тĕлĕнсе кăна пыран!

Пуç таймашкăн паттăрсе
Кайса курăр тăвансем:
Унта пирĕн чăвашсем,
Тытса чарнă монголсе.

Батый, Чингисхан мăнукĕ,
Çĕр те çирĕм пин ытла,
Вăйлă çара пуçтарса,
Килнĕ пире пĕтерме.

Субэдэйпа Джэб — вĕсем
Пысăк çар ертӳçисем,
Ялан пынă çĕнтерсе,
Пулхар патне çитеспе.

Вунă çул ытла таран
Монгол пире илеймен!
Тутарсемпе чăвашсем
Хирĕç пĕрле тăнăран?

1236-мĕш çулта,
Джучи Бату çарпала,
Килсе çапнă халăха
Питĕ йышлă вăйпала!

Каснă пĕтĕм халăха,
Пĕр çынна та хĕрхенмен!
Çынннисем кăштах кăна
Тарса юлнă вилĕмрен.

Чĕрĕ юлнă чăвашсем
Каçнă тепĕр çырана,
Чакнă хура вăрмана
Ытти тĕрлĕ халăхпа.

1240-мĕш çулта,
Тепре килнĕ çĕмĕрсе —
Хытă кăна тарăхса,
Тухнă пĕтĕмпех касса.

Чĕрĕлнĕ каллех хула,
Вăйне илнĕ çĕннине,
1361-мĕш çулта,
Тимур килнĕ çĕмĕрсе.

1395-мĕш çулта,
Уксах Тимур çарĕсем,
Каллех килнĕ вĕлерме,
Тĕп тумашкăн ĕмĕре.

Халăх татах парăнман —
Вăл çĕкленнĕ вăй илсе,
Анчах шăпа текенни,
Ăна урăх хĕрхенмен.

1431-мĕш çулта,
Федор «Пестрый» текенни,
Вăйлă вырăс çарĕпе,
Килсе çĕмĕрнĕ тепре.

Çакăн хыççăн хуласем
Йăлтах юлнă пушанса —
Халăх кайнă пăрахса,
Хăрушлăхран хăраса.

«Пĕтнĕ» тенĕ халăха,
Сувар ятлă пулнине,
Ларнă ваннă крепăçсем,
Килмен калла чăвашсем.

Петр Первый тĕлĕнсе
Пырса курнă пуç тайма:
Халăх ăна асăнса
Лартнă Успень чиркӳне.

Чаплă Кĕтерне патша
Килсе курнă кунталла.
Чăваш çыннисем кăна
Маннă хаклă вырăна!

Пăлхар хули, Чăваш хули!
Манар мар эпир ăна!
Май килсессĕн, пурнăçра,
Çитсе асăнар ăна.

04.11.2018