Юратнă шăллăма, Горбунов Александр Егоровича аса илсе.
Чехословакире, ҫарта службӑра вилнӗ.

Пулаттăн чăн та çитмĕлте,
Анчах ир кĕтĕн сив çĕре.
Ылханĕ пултăр Чехсене,
Мĕнле тылларăн чĕрене.

Пĕлмерĕн хĕрĕн çепĕçне,
Курмарăн çемье ăшшине.
Пулатчĕç санăн ачусем,
Ялан хаваслă пулнисем.

Калаттăн хаклă аннӳне,
Пăхаттăн ăшшăн ун çине:
— Илсе çӳрĕп машинăпа
Инçе çĕре те çывăха!

Машинăсем юсаттăн тĕрлине,
Пĕлеттĕн унăн сăлтавне:
Каçпа килетчĕç сĕтĕрсе,
Ирпе тухатчĕç кĕрлесе.

Салтак пулма вăхăт çитсен
Лекрĕн эсĕ Чехсен енне,
Çыраттăн ăшă çырусем,
Киле яраттăн саламсем.

— Анне, мĕнле эс фермăра,
Сывлăх çитет-и шыв йăтма?
Атте çӳрет-и Тăвайне,
Машин чупать-и вăл енне?

Килти выльăхсене пăхма
Улăм çитет-ши хĕл каçма?
Ялта мĕнле-ши хыпарсем?
Часах çырса эс пĕлтерсем!

Илсе хăвартăн костюмсем,
«Ракета» ятлă сехетсем,
Çакăнса юлчĕç парнесем
Куçулĕпе йĕчĕç хĕрсем…

Ир сӳнчĕ саншăн сар хĕвел:
Çирĕмре юлчĕç çулĕсем…
Ялта сан юлчĕç ĕçусем:
Çапла иртеççĕ ĕмĕрсем…

12.02.2020
5-мĕш апрелте ун вилнĕ кунĕ пулчĕ.