1968 çулта Шупашкарти Энерготехникум общежитинче чăн пулса иртни
Общежитинче таса:
Газĕ çунать кухньăра!
Ăна çутма пĕлмелле,
Малтан курсра пулмалла.
Яла кайсан, Аннене,
Тĕлĕнсе те савăнса,
«Кăвак çулăм» çуннине,
Патăм тимлĕн каласа.
Шурă кăна простыньсем,
Утиялсем, матрассем,
Кравать çине хунисем —
Кăмăла çĕкленисем.
Эпир пурте пӳлĕмре,
Тăватă çамрăкĕ пĕрле:
Тĕрлĕ çĕртен пулнисем,
Вĕренмешкĕн килнисем.
Куçсем çунаç савăнса:
Илнĕ стипенди алла!
Укçа пирĕн алăра —
Уйăх ытла пурăнма.
Алăк кайрĕ уçăлса,
Кĕчĕç иккĕн сарăлса!
Пĕри çӳллĕ — Аполлон!
Тепри çирĕп — сарлака!
Пилĕк таран хывăннă,
Вăйлă, çирĕп курăннă!
— Боксеры есть? — чĕнмеспĕр.
— Самбисты есть? — хăлхасăр.
Алăк хупăнчĕ шалтах,
Читлĕхре эпир чăнах!
Тăсрĕç пӳтсĕр аллисе,
Хырма пиртен укçасе.
Горький вырăсĕ калать:
— Денег не дам, мамы нет,
Я сирота, родни нет!
Буду месяц голодать?
Лекрĕ чышкă хăлхаран!
Тухрĕ укçа кĕссерен!
Тепри, Коля текенни,
Хучĕ хăвăрт укçине!
Вырăс, торфянной каччи,
Йĕрет нăйкăш сасăпа!
Вăйлăн хĕссен алăпа,
Тухрĕ кошелек тени!
Çитрĕç вĕсем ман пата,
Илме çамрăкран укçа.
Бицепсемпе выляса,
Чышкисемпе хăмсарса!
— Çуккă сан валли укçа! —
Терĕм эпĕ «Бугая».
Сикрĕ-ларчĕ чăмăр çын!
Хуçма мана çурмаран!
Алли мăнтăр, шăнăрлă!
Хулпуççийĕ хăватлă!
Йăтрăм çӳлелле тытса,
Пĕтĕм вăя пуçтарса.
Ахальтен мар арманта,
Виç çул йăтнă михсене:
Çăмăл мар пăрçа миххи,
Сакăрвуннă — ун виçи!
Ĕнсе çинчен хăйпăтса,
Петĕм койкă çинелле!
Кайрĕ койкă авăнса,
Тăрать тепри тĕлĕнсе!
Тытрăм хĕскĕч алăпа,
Ун тиррине пĕтĕрме —
Алă вăйĕ, ун чухне,
Сакăрвун пилĕк кило.
Сикрĕ-тапрĕ хыçалла,
Çавра «Бугай», хăраса!
Хашăлтататпăр кăна,
Пĕр-пĕрин çине пăхса!
— Ыран пыран самбона!
Эпир йышăннă сана!
Тухса кайрĕç каялла,
Укçа юлчĕ хамăнта!
18.09.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Шухăшлăр-ха тăвансем
21.10.2018
Салтаксем
30.08.2018
Лачкассинчи Андрей Николаев поэта асăнса
02.05.2019
Дояркăсем тăн кĕртни
24.10.2018