Ачалăха аса илни

Пирĕн умма ирпеле,
Кĕтӳ хăваланă çĕре,
Халăх килсе пухăнчĕ,
Тем калаçса йышăнчĕ.

Атте кĕчĕ килелле,
Шăлса илчĕ ман пуçа:
— Пилĕк çул эсĕ шкулта,
Ыран каян кĕтӳне.

Тăваттă итсен ирхине,
Анне тытрĕ вăратма:
— Алла тыт-ха чăпăрккка,
Çакса яр хутаççуна.

Апат çиме ирхине
Çынсем патне каймалла,
Ялĕпеле черетпе,
Килĕсене кĕмелле.

Пир хутаççи ăшнелле
Чикнĕ кăштах çимелли,
Уй хапхине яр уçса,
Тухса утнă уялла.

Макăраççĕ путексем
Ача йĕнĕ сасăпа,
Сас параççĕ сурхисем,
Лăпкă кăна сасăпа.

Кĕтӳ анать çырмапа,
Ял çырмипе малалла,
Уй-пуç çырми пуçланать,
Малта Нӳшĕ курăнать.

Нӳш çырмийĕ тарăнскер,
Вăта патнелле тухать —
Вăта шывĕ тăрăскер,
Хăйĕн патнеллех туртать.

Анчах çĕрĕ пирĕн мар:
Унта кайма кирлĕ мар,
Утар тепĕр çырмана,
Урлă каçар Ям çулне.

Умри çырма пит тарăн,
Хăрамалли чăнкăсем,
Ярса пуссан, ăнсăртран,
Часах пулмĕç тĕпĕсем.

Иртсе каян айккипе,
Çырма пуçĕ патнелле,
Тапса тăраç çăлкуçсем,
Ытла сиввĕ-çке вĕсем!

Çырма ячĕ те вара
«Чул çырми» тесе чĕнни —
Ĕненмесен, тупата,
Килсе курăр–ха хайхи.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ сийпеле
Чулĕ тăрать курăнса,
Çырма тĕпĕнче куран:
Чулĕ выртать тăкăнса.

Ĕмĕр-авал ĕлĕкрен,
Чул турттарнă çулсерен,
Кам кăна кунта пулман,
Тапаланнă кунсерен.

Тепĕр куннне ирхине,
Каян Вăтаяль енне —
Куран урăх çырмана,
Эрех çырми ятлине?

Унта ларать тараса
«Тăрна сăмси», ăсмалли,
Таканисем юманран,
Шывпа тулли пулмалли.

Тултарсассăн вĕсене
Кĕтӳ утать малалла,
Шăпах кăнтăрла тĕлне,
Калла килет тапăра.

Ăшă шыва киленсе,
Выльăх ĕçет савăнса,
Ĕçсен-çисен, тăрансан,
Канма выртать самантран.

Петр Первый пит хĕссен,
Халăх кайнă хăраса —
Кирлĕ эрех юхтарма,
Пулнă инçетри çырма.

«Ĕçсе супнăшăн» тесе.
Сăнчăрпала мăй çине,
Çакса янă медальне,
Çичĕ кило ытлине.

Хыçа юлнă ĕмĕрсем,
Тухнă урăх саккунсем,
Çырма ячĕ çавăнтан,
Паян кун та улшăнман.

Кив Ахпӳрт енчи çырма
Питĕ тарăн, пит инçе,
Ĕнесене çавăтса,
Каян Хăмăла утса.

Вăл еннелле утнă май,
Пилĕк çухрăм, пит нумай,
Туйсар çырми курăнать,
Чӳкçырми енне юлать.

Хăмăл çырми тĕпĕнче,
Тарăн-тарăн айлăмра,
Кивĕ Ахпӳрчĕ ларать,
Пуринчен те пытанать.

Кунсерен урăх çырма,
Пĕрин хыççăн тепĕри —
Вăхăт кирлĕ курăка,
Кĕтӳ хыççăн вăй илме.

12.05.2019
20:22