Ыйтнă пекех каçару,
Манăн çинелле пăхать:
Шурă хаçат сарăлса,
Çулăн варринче выртать!
Ăнсăртран ăна курсан,
Тăпах чарăннă чĕрчун!
Каçхи куçа мĕн тăван?
Ирĕксĕрех шикленен!
Илтĕм йĕвенне хывса,
Ятăм ăна ирĕке.
Хăйĕн тапăрĕ патне,
Чупрĕ кăна савăнса!
19.09.2018
Вуланă:53
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.