Чӑн пулса иртнӗ

Ĕçĕ пулнă унпала:
Утмăл виççĕмĕш çулта,
Кăшт пултарнă йăнăшма,
Каçаратăр çамрăка?

Çитрĕç, килчĕç сивĕсем.
Шăнчĕç, ларчĕç пĕвесем.
Юр сахалччĕ, çĕр хураччĕ,
Сивĕ-сивĕ сывлăшра.

Вăрманхĕрри ялĕнче
Утрăм плотина патне —
Коньки илтĕм аллăма,
Яка пăр çинче чупма.

Мĕн курăнать куçăма:
Ваккуçра путать ача!
Антăм вĕçсе васкаса,
Ăна хăвăрт çăлмалла!

Хăй пĕр сасă кăлармас,
Ыйтуллăн пăхать мана.
Сасси пĕтнĕ пулмалла,
Пулнăран сивĕ шывра.

Ваккуç каснă ĕç тума,
Кĕпесене чӳхеме.
Кăштах тăрсан, сивĕпе,
Шыв витĕннĕ пăрпала.

Кĕнĕ ун çине ача,
Анчах лекнĕ капкăна —
Çӳхе пăр ăна чăтман,
Вакка кайнă пĕчĕк чун!

Туртрăм ăна çӳлелле,
Хулпуççинчен вăйпала!
Чĕрĕ юлчĕ чиперкке,
Шывран тухрĕ ирĕке.

Шывĕ юхать тум-тиртен,
Чĕтреть кăна сивĕрен,
Килне чупрĕ макăрса,
Çырма хĕрриппе аялла.

Аслă урам хыçĕпе,
Ял вĕçнелле çырмапа.
Ун ятне те ыйтайман,
Ăсатма та ăс çитмен.

Сывă та телейлĕ пул,
Ан чирле те çирĕп пул.
Тур сыхлатăрах сана,
Пурте пултăр сывлăха!

Никама та каламан,
Тăвансене пĕлтермен,
Анчах нумай çул иртсен,
Аса килет майĕпен.

16.08.2018