Пысăк ялăн хĕрринче,
Вăрăм çулăн çумĕнче,
Вырăн автобус валли,
Унтах анса юлмалли.
Йыттисене хăшĕсем
Канаш енчен килнисем,
Хăвараççĕ антарса,
Ют çĕрелле пăрахса!
Çак хĕрарăм патнелле,
Унăн пӳрчĕ çывăхне,
Пынă вĕсем çĕр каçма,
Йывăрлăхран çăлăнма.
Пилĕк йытă пурăнать,
Сасă кĕрлесе тăрать —
Халăх хăраса утать,
Унта-кунталла пăхать.
Мĕн тумалла вĕсемпе?
Шухăш тупар кирлине.
Ирĕк паман вĕлерме,
Пăшалтан тӳрех пеме.
12.10.2019
00:02
Вуланă:112
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.