Çӳллĕ чечек çумĕнче
Шăтрĕ-тухрĕ йыт пырши —
Ачашласа çӳлçипе,
Çыпçăнчĕ унăн çумне.

Ыталать те ачашлать:
Хăйне пулăшма ыйтать
Çӳлелле ухса пыма,
Унтан пулăшу ыйтать.

Хирĕç пулмас чечекĕ:
Ирĕк парать кăмăлпа —
Иккĕн пулĕ лайăхрах,
Пĕрле пулĕ хавасрах!

Çумкурĕкĕ кунсерен
Явăнать те явăнать.
Ухса пырать çӳлелле,
Пăвма пуçлать чечеке.

Хăйĕн парка çӳлçипе
Хупăрлать-çке хĕвеле.
Мĕнле йывăр чечеке
Чăтма кĕтмен инкеке.

Халĕ ĕнтĕ вăл хуçа:
Çӳлтен пăхать ун çине!
Ярса илнĕ ун чунне,
Сăхса илнĕ сĕткенне.

Çӳлçи кайнă сарăхсах,
Çеçки сӳннĕ самантрах —
Çак çумкурăк пуснăран,
Пĕтсе кайнă пĕтĕмпех.

Шанчĕ, сӳнчĕ илемĕ,
Тепĕр чуна шаннăран.
Ăна йывăр вăхăтра
Хăйĕн вăйне панăран.

21.04.2019

Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!



Privacy Preference Center