Пулмасан хулăн укçу,
Пулсассăн пĕчĕк шалу —
Пулаймĕ «хваттер» тени,
Пулмĕ çемье пит кĕтни.

Пуçтараймăн пурлăхне,
Юратмасан пуçлăхне,
Вăштах ывтĕ кăларса,
Юлаймăн та ăнланса.

Пуçлăхсен кĕрет «тенке»,
Çĕрĕпе те кунĕпе,
Çаврăнать çавра укçа,
Мĕн чухлине — хăв чухла!

Ĕçлекенĕн урăхла —
Аран тăрать тытăнса,
Хуçисем пит хытăран,
Укçине хурса курман.

Çĕнĕ пӳрт туса лартма,
Е хваттерне туянма,
Пурлăх кирлĕ пысăкки,
Ĕçне тума кăсăкки.

Ирĕксĕрех мĕскĕне
Кĕме тивет кивçене.
Ячĕ унăн урăхла —
«Ипотека» ютăлла.

Проценчĕсем пысăкран,
Вуннăран ытла пулсан,
Халăх кайнă хăраса,
Тăнă нумай шутласа.

Тăрсан-тăрсан пуянсем
Çĕнĕ тунă процентсем:
— Виçĕ процент паянтан,
Илсем халĕ, самантран!

Çирĕм пилĕк çул таран
Парăм тӳлеме пуçлан —
Хватерлĕ пулса тăран,
Ырлăхра куна куран!

Ларса шутла тăванпа:
Алă пусма ан васка!
Пурнăç иртĕ кивçенпе,
Пурăн ялан хĕсĕкпе.

Виç миллион — çĕр процент,
Вăтăр пинĕ — пĕр процент:
Тăхăр вунă пинĕпе
Тытса тӳлĕн çулĕпе.

Хутлар çирĕм пиллĕке:
Çырар шурă хут çине!
Пĕр миллион çумнелле
Икçĕр аллă пин хушар.

Çакă пулнă числона,
Хушса хурар малтине.
Тăват миллон çумне
Икçĕр аллă пин хушар.

Çирĕм пилĕк çулсене
Хутлар вуник уйăхне,
Пулать виççĕр уйăхсем,
Чун çунтарса тăнисем.

Мĕн пур пулнă укçана,
Тытса пайлар виççĕре:
Вун тăват пин ытларах,
Тӳлĕн ялан уйăхне.

Кирлĕ пурăнма, çиме,
Налуксене тӳлеме —
Тепĕр çирĕм пин ытла,
Пĕчĕк кăна виçепе.

Вăтăр пилĕк пин шутла,
Çирĕм пилĕк çул ытла.
Кирлĕ пулĕ уйăхне
Тытса тăма çак чунне.

Пĕртте эсĕ ан чирле,
Ан çухат хăвăн ĕçне —
Турри патăр хăватне,
Татма йывăр кивçенне.

Шутлар малтан малалла,
Мĕн пулассине пĕлме:
Виç миллион — çĕр процент,
Шутлани — миçе килет?

Хутласассăн, пайласан,
Пулнине тӳрех куран:
Çĕр те хĕрĕх пĕр ытла,
Процент пулĕ пĕтĕмпе.

12.11.2019