Студент çулĕсене аса илни Телецки кӳлли çинчен, Илтмен пулĕ халиччен, Тарăн хура тĕпĕсем, Тăрă, сивĕ шывĕсем. Тарăнăшпе шутласан, Байкал хыççăн шучĕпе Унпа юнашар тăрать, Иккĕмĕш вырăнта пулать. Тĕпĕ ăшăх мар чăн та — Виççĕр çирĕм ытлалла. Çитмĕл сакăр çухрёма, Тёршшĕ каять тăсăлса. Чăн та хĕсĕк çырансем, Виçĕ, пилĕк çухрăмсем. Тайга ӳсет çывăхра, Вăйлă, çирĕп те таса. Çитмĕл ытла юханшыв Юхса кĕрет кунталла, Бий юханшыв кăна, Юхса тухать тулалла. Вуланă: 283 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Ӳссен эсĕ кам пулан? Мĕн парать-ши вăй-хала? Геннадий Терентьев Шурă картус Аçа çапрĕ питĕ ир Иртни-кайни Хыпарсăр çухалнă Узбек