Чăн пулнă
Вăрманхĕрри ялĕнчи кӳрше хĕрарăма асăнса

Вăрçă иртнĕ тахçанах,
Яшсем ӳснĕ малаллах.
Анчах чунри сурансем,
Пурпĕр сӳнеймен вĕсем…

Çул юпленнĕ вырăнта
Урам урлă пӳрт ларать —
Тараси те çавăнтах,
Хĕрарăм унта утать.

Кунсерен те çулсерен
Чунĕ кĕтет мăшăрне —
Кайнă хаяр вăрçăна,
Урăх курайман ăна.

Шыва тухсан çăл патне
Лартать витрине çĕре,
Пăхать аслă çул çине,
Çынсем килнĕ еннелле.

Çынни кунта çывхарсан,
Хирĕç утать ун патне,
Ыйтать шалти сасăпа:
«Хĕветĕре курман-и?»

— Ăсатрăм ялпа вăрçа
Куççӳлĕне юхтарса,
Юлчĕç пĕчĕк ачасем,
«Атте!-Атте!» сассисем.

Ӳсрĕç ашшĕне кĕтсе
Яланах асра тытса:
Виçĕ ывăл, виçĕ хĕр,
Паркаланчĕç ашшĕсĕр.

Халь те кĕтеп кунсерен
Вăл килессе инçетрен.
Килеймерĕ вăрçăран,
Çитеймерĕ çак кунччен…

Утрĕ ватă ĕмĕтпе,
Тепĕр çынни патнелле,
Ыйту пачĕ шанчăкпа:
«Хĕветĕре курман-и?»

26.11.2019