Ирхи шуçăм чаршавне
Уçма пуçлать ирхине:
Хĕвел-тухĕç хĕрелет,
Тĕрлĕ тĕсĕпе çиçет.

Çуталса пырать тĕнче
Сарăлать куç умĕнче —
Вăрмансем улăхсемпе,
Вăранаççĕ пĕтĕмпе.

Сарă хĕвел ăшăпа
Ытарайми çутăпа,
Уçса ярать кăмăла,
Çĕклентерет чунăма.

Çӳлтен-çӳле хăпарать,
Çĕре ăштать, вăй парать.
Вăранаççĕ кайăксем,
Шăратаççĕ юрăсем.

Çурăлаççĕ чечексем
Хитререн те хитрисем,
Пыл хурчĕ те сĕрлететь,
Ирех ĕçе тытăнать.

Хĕвел тăвать хăй ĕçне,
Хăвалать пĕлĕтсене,
Илсе килет çумăрне,
Çуса илет çĕр питне.

Ăçта кирлĕ — йĕпететь,
Ăçта кирлĕ — типĕтеть,
Шывĕсене юхтарать,
Çилĕсене хăвалать.

Кăнтăрла çӳлтен пăхать,
Тата вирлĕрех хĕртет,
Сывлăшра шăрăх тăрать,
Çамкаран тарĕ юхать.

Хура пĕлĕчĕ хуплать,
Таврана ярса илет,
Çиçĕмне те çиçтерет,
Аслатипе хăратать!

Çумри ярать юхтарса,
Шывĕ юхать шарлатса,
Пĕлĕчĕ иртсе каять,
Хĕвелĕ сиксе тухать.

Ачасем чупса тухса,
Савăнаççĕ урамра,
Чăпăл-чăпăл тутарса,
Эх! выляççĕ шывпала!

Пĕтĕм чуна çĕклеме,
Ачасене тĕлĕнме —
Хитре асамат кĕперĕ,
Тухса тăрать куç умне!

Тепĕр чухне вăйлăскер,
Икĕ-виçĕ хутлăскер,
Куç илмесĕр киленсе,
Пăхса тăран тĕлĕнсе.

Кăвак тӳпе илĕртет
Чуна ирĕклĕх парать!
Таçта-таçта инçете
Вĕçсе каяссăм килет!

Канлĕх килет таврана
Уçă сывлăша пула,
Пур чĕрчунсе хĕрхенсе,
Сулăнать каç еннелле.

Хĕвел анать анăçа,
Хупма пуçлать чаршава,
Ытла илем тĕссемпе,
Вылять çӳллĕ тӳпере.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕсĕсем,
Ячĕсем те тĕрлисем!
Тĕксĕммисем, çуттисем,
Тĕлĕнмелле хитрисем.

Чăтаймасăр илеме,
Тытăнатăн ӳкерме —
Çутă вылять санпала,
Асамлă вăй тупата.

Вăрман хыçне, инçете,
Анса ларать, пытанать.
Кун çутийĕ çухалать,
Çăлтăрсене çул парать.

Инçе-инçе çăлтăрсем,
Хĕвелтен те вăйлисем,
Çӳлте, тӳпе тăрринче,
Вăй выляççĕ каçхине.

Куç умĕнче кун иртет:
Шăвать пурнăç, сисĕнмес,
Пур кунĕ те тĕрлĕрен,
Ирĕксĕрех тĕлĕнен!

Пĕтĕм чунĕ çĕр çинче,
Пурăнать ун ăшшипе —
Сĕм авалтан çутатса,
Тытса пырать пурнăçа.

29.08.2018