Дмитриев Анатолий Иванович юлташăм юнашарти Микула пичче çинчен каласа панине аса илсе.

Аса илеп фронтрине
Нимĕç хытă хĕснине —
Тăкрĕç, тăкрĕç бомбасем,
Çĕр çурăлчĕ, пулчĕ сĕм…

Çĕр айĕнчен санитар,
Ун çинчен сăмах калар:
Чавнă, чавнă тăприне:
Сирнĕ, сирнĕ сив тăмне.

Туртса илнĕ тамăкран,
Çăлса илнĕ вилĕмрен,
Тăна кĕрсен вăхăтран
Илсе тухнă уйĕнчен.

Хăлхасем йăлтах аманнă,
Контузипе хупланнă,
Чĕркуççийĕ ыратать,
Çĕрĕпеле сăрлатать…

Илсе кайрĕç сывалма
Вăй илмешкĕн салтака.
Вагон çине тиесе
Свердловски хули енне.

Уйăх ытла вăл енче,
Вăя пухрăм инçетре.
Халĕ куçап фронталла
Çитсе пырап Канаша.

Ирĕк пачĕç ик куна
Çула май килте пулма.
Поезд çитрĕ хулана
Васкамасăр каçпала.

Вăйпа утап ялалла,
Çирĕм çухрăм утмалла.
Çурçĕр çитсен лăп кăна
Çитрĕм тăван килелле.

Шаккап тулти алăка,
Чĕнеп хамăн арăма:
Кур-ха, уçмасс тупата,
Темĕн калать хăраса!

Уçса ячĕ алăка,
Сасси тухать чĕтресе.
Сăхха ячĕ васкаса
Куçĕ кайрĕ алчăрса.

— Эсĕ вилни хĕрĕх кун
Асăнтăмăр çакă кун,
Ан çӳре эс хăратса,
Чуну кайнă пăрахса!

— Эпĕ чĕрĕ, Хĕреççи!
Сан умра ак, чун уççи.
Тытса пăхать, ĕненмес,
Тăна кĕме васкамас.

Сĕтел çинче пĕчĕк хут,
Ан пултăрччĕ пĕрех хут!
«Вилнĕ» — тенĕ ман çинчен,
Килте йĕнĕ тахçанччен.

— Пуçтар, — терĕм тăвана, —
Пуçлар терĕм савăнма.
Икĕ кун хушши вара,
Ӗçкĕ тăчĕ таврара.

31.05.2020
21:25