Дояркăсен аллисем
Ялан ĕçре пиçнисем,
Ир те каç сăвакансем,
Çирĕп шăнăрлă вĕсем!
Çак начальник çйĕнчех
Йăвашланчĕ çынпала,
Ăшшăнрах та, çепĕçрех
Çынпа пулчĕ малалла.
Сĕтне илме пуçласан
Меркăпа виçме тăрсан,
Ытла çывăх вăл пыман —
Сивĕ сăмах каламан.
Ытла хытă сăмсуна
Ан çĕкле эс, каçăртса!
Хăвăрт кăна вырăна
Лартĕç сана халăхра!
24.10.2018
Вуланă:66
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.