Пуçтарăнатчĕç патттăрсем Вăрçă тарĕпе çуннисем, Мăн кун тума тăван килне Аса илме иртнĕ çулне. Камăн алли те пĕр кăна, Камăн ури те протезпа, Камăн пит-куçĕ суранпа — Арçын сахалччĕ сывлăхпа… Атте кĕтетчĕ тăвансе, Çӳçсем илетчĕ вĕсенне, Хырса яратчĕ сухалсе Пурте каятчĕç савăнса. Мăнкун сĕтелĕ ун чухне Пуян пулман, пулнă çӳхе. Кăштах ĕçсессĕн сăрине Аса илетчĕç иртнине. Пĕчĕккĕ пулнă ун чухне Итленĕ Паттăр сăмахне. Çухалчĕç харсăр салтаксем, Асра юлчĕç каланисем. Тепре эп лартăм çĕрĕпе, «Калаçрăм» кайнă çынсемпе, Пăхса илтĕм сăвăсене Пурте-çке пулччĕр тĕрĕспе. 21.05.2020 Вуланă: 105 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Андриян Синюха, çӳллĕрехи Çутă килни Лачкассинчи юлташа Шурă алшăлли Вăрçă хыççăнхи çынсем Пилĕк паттăр пĕр тăван, пурте моряксем вĕсем Сура, Хусан валĕсем